Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рейтинг пысăк

16 февраля 2015 г.

Раççейри Граждан обществин аталанăвĕн фончĕ, политика, регионсен аталанăвĕн тата паянхи медиа енĕпе тĕпчевсем ирттерессипе ĕçлекенскер, федераци субъекчĕсен ертÿçисен тухăçлăх рейтингĕн саккăрмĕш кăларăмĕпе паллаштарнă. Çак рейтинга «Общество шухăш-кăмăлĕ» фондăн «Георейтинг» тĕпчевĕн, Федерацин патшалăх статистика службин материалĕсене тĕпе хурса регионти экономика лару-тăрăвĕн кăтартăвĕсене, «Наци мониторинг служби» пĕтĕмлетекен медиа-эффективлăх индексне, экспертсен хаклавĕсене тата ыттине шута илсе палăртаççĕ.

Кĕпĕрнаттăрсен рейтингне палăртнă чух 1-рен пуçласа 100 таран баллă хаклав шкалипе усă кураççĕ. 75 балран ытларах пухнă кĕпĕрнаттăрсене пĕрремĕш «питĕ пысăк рейтинг» ушкăна кĕртеççĕ, 75-65 балшăн - иккĕмĕш «пысăк рейтинг», 65-50 балшăн - виççĕмĕш «вăтам рейтинг», 50-ран сахалрах балшăн - тăваттăмĕш «вăтамминчен пĕчĕкрех рейтинг» ушкăнсене.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев 66 балпа танлашакан кăтартупа виçĕ позици çĕкленсе иккĕмĕш «пысăк рейтинг» ушкăна кĕнĕ, 48-50 вырăнсене Алтай Республикин Пуçлăхĕпе тата Тула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе пайланă. Экспертсен шухăшĕпе - М.Игнатьев позицийĕ çирĕпленни вăл регионăн социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне çирĕплетме, çав шутра социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем ÿсесрен сыхланса пурнăçлакан тĕрĕслев ĕçне вăйлатма хăйĕн тÿпине хывнипе çыхăннă.

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика