Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çулĕсем унăн чĕринче тарăн йĕр хăварнă

14 февраля 2015 г.

Хăрушă вăрçă вĕçленнĕренпе кăçал 70 çул çитет пулин те, ун чухнехи йывăр пурнăçа, выçлă-тутлă пурăннине, ырми-канми çĕнтерÿшĕн тăрăшнине ялти сахаллансах пыракан ватăсем нихăçан та манмаççĕ. Вĕсен чĕрисенче юнлă самана тарăннăн кĕрсе вырнаçнă, паянхи кун йĕппе чикнĕ пек ыраттарса, аса илтерсе тăрать. Энтриялĕнче вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан ĕçленĕ ачасем хушшинче А.Андриянов, М.Давыдов, Е.Иванова кăна пурăнаççĕ.

Манăн сире, 85 çулхи хисеплĕ хĕрарăм, тыл ветеранĕ, Елена Ивановна Иванова çинчен каласа парас килет. Вăл паян та çамрăк чухнехи пекех илемлĕ, çыпçуллă, типтерлĕ. Ачисемшĕн вăл яланах ырă тĕслĕх, пурнăç тыткăчи пулса тăрать.

«Çĕнтерÿ кунне, телейлĕ Хĕвел тухăçран тухнине, фашист тĕнчи хăямата çĕтнине эпĕ паянхи пек астăватăп. Эпир, çамрăк ачасем, уйра ĕçлетпĕр, уй-хир бригадирĕ чупса çитрĕ те, вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерчĕ. Эх, пĕр-пĕрне ыталатпăр, макăратпăр, савăннипе сиккелетпĕр. Эпир çамрăк пулнă, çав-çавах чунпа, тарпа ĕçленĕ çĕнтерÿшĕн. Лашасене колхозран тăшмансемпе çапăçăва кĕмешкĕн ăсатрĕç ун чухне, ут вырăнне вара, упăшкасем вăрçа кайнă хĕрарăмсем пĕр ÿкĕтлемесĕрех кÿлĕннĕ. Арçын та пулнă вĕсем, хĕрарăмсем те хăйсемех, çĕрпе куна асăрхами ĕçлетчĕç. Кашни кун вăрçăран хăрушă хыпарсем килетчĕç. Упăшкисем вилни çинчен пĕлтерекен çырусем килсех тăратчĕç. Тăлăха юлнă çамрăк арăмсем чĕресене çурса, çĕре çыртса нимĕç фашисчĕсене ылханса, кăшкăрса макăрни паян та куç умĕнче. Савнă упăшкисемсĕр тăрса юлнă аппасем пуçĕсене хура тутăр çыхса лартатчĕç те тата вăйлăрах ĕçлеме тытăнатчĕç. Сăнĕсем вара хăйсен тутрисем пек хура. Вĕсен ăшĕсем çулăмпа çуннă, вĕсемшĕн пурнăç пĕтнĕн туйăннă пулсан та, йынăшман, ĕçрен пĕр утăм пăрăнман вĕсем. Эпир, çамрăк ачасем, вĕсене питĕ шеллеттĕмĕр. Эпир тÿссе ирттернине урăх никам та ан куртăр, вăрçă текех ан пултăр, пирĕн ачасем, мăнуксем мирлĕ пурнăçпа кăна пурăнччăр», - тесе куççульне шăлса калаçрĕ шурă çÿçлĕ хĕрарăм. Вăрçăпа тыл ветеранĕн удостоверенине ахальтен паман ăна 2002 çулта.

Елена Ивановна Энтриялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ, Пысăк Енккассинчи шкулта саккăрмĕш класа вĕçленĕ. 1945-1965 çулсенче «Динамо» колхозра ĕçленĕ коксагыз çитĕнтерекен тата хăмлаçăсен бригадирĕ пулса тăрăшнă. 1952 çулта Энтрияль каччипе - Иван Иванович Ивановпа - çемье çавăрнă, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ 32 çул каялла ку тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ашшĕсĕр юлнă ачисем хăйсене тăлăх тесе нихăçан та шутламан, мĕншĕн тесен, вĕсемпе юнашар яланах хастар та ăшă чунлă, ура çинче çирĕппĕн тăракан ĕçчен амăшĕ пулнă. Елена Ивановнăн ĕç стажĕ 47 çул. Çав шутра 1966-1988 çулсенче вăл Энтриялĕнчи вăтам шкулта поварта ĕçленĕ. 300 ытла ача валли тутлă апат пĕçернĕ. Пĕччен пĕтĕм ĕçе тума ĕлкĕрнĕ, тăхтав вăхăтĕнче кăна ăна ачасем чашăк-тирĕк çуса пулăшнă, çĕрулми шуратса панă. Елена Ивановнăн тутлă яшкине паянхи кун пурте аса илеççĕ. Яшка пилĕк пус тăратчĕ, тимĕр чашăк çине пĕр пысăк çăпала ярса панă та вăл, еплерех юратса çинĕ ăна шкул ачисем кăна мар, учительсем те. Ачасем вăл пĕçернĕ апат пахалăхĕпе яланах кăмăллă пулнă. Поварта ĕçленĕ хушăрах буфетра шкул ачине кирлĕ тĕрлĕрен япаласем сутнă. Шкул директорĕсем пулса ĕçленĕ Н.Григорьев, В.Петров, В.Сидоров повар ĕçне тĕрĕслесех тăнă, вĕсен сĕнĕвĕсене кура Елена Ивановна татах та хавхаланса, тутлăран та тутлă апатсем пĕçерме тăрăшнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - пĕçернĕ усăллă апат ачасене сывлăхлă ÿсме пулăшни, тĕрĕс-тĕкел çитĕнни, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хал парса тăни пулса тăнă. Директорсем хастар повара яланах мухтанă, ĕçре пулăшса пынă. 1979 çулта, тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, ĕçлемесĕр пĕр кун та ларман Елена Ивановна. Шкул столовăйĕ Пысăк Енккасси ялповĕ çине куçсан ăна пулăшма шкул столовăйне тепĕр икĕ çынна илнĕ. 1989 çулта столовăйĕнчен куçса шкулти интернатра, Шутнерпуç ялĕнчен килекен 1-4 классенче вĕренекен 15 ача валли вут хутса пÿлĕмсене ăшăтнă, вырăн таврашĕсене çунă, вĕсем валли каçхи апат пĕçернĕ. Çав хушăрах колхоз ферминчен, ял халăхĕнчен нумай çул хушши сĕт пуçтарнă.

Аслă Çĕнтерÿ 50, 60, 65 çул çитнĕ ятпа панă юбилей, «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă ăна. Чăваш АССР Министрсен Совечĕн 1981 çулхи Постановленийĕпе Хисеп грамотипе, кăкăр çине çакмалли паллă парса чысланă. Елена Ивановнăн пилĕк ачи те ĕçчен, çĕршыва юрăхлă çынсем. Хĕрĕ, Люда, Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтерсе хĕрĕх çула яхăн Тутар Республикинче фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ. Ывăлĕ, Виталий, 40 çул хушши Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче водительте вăй хунă. Валентина Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, истори учителĕ, нумай çул хушши Шупашкар хула администрацийĕнче ачасен прависене хÿтĕлекен пай начальникĕ пулса ĕçленĕ.

Роза - педагогика институтне пĕтерсе аслă пĕлÿ илнĕ. Саратов облаçĕнче 27 çул хушши Культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. Оля икĕ хут аслă пĕлÿ илнĕ, Саратов облаçĕнче ясли-сад заведующийĕ пулса çирĕм çул ытла ĕçлет. Ачисен ĕçченлĕхĕ, тăрăшулăхĕ пĕтĕмпех юратнă амăшĕнчен.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.РАЗУМОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика