Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юррисенче – тăван Трак ен илемĕ

11 февраля 2015 г.

Красноармейскинчи информаципе культура центрĕнче ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн Иван Прокопьевăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Уява пысăк хавхаланупа Надежда Филиппова ертсе пычĕ.

1949 çулта Çĕнъял Упи ялĕнче çуралнă,  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă журналист чылай çул Патăръел районĕнчи «Авангард» тата республикăри «Коммунизм ялавĕ» (халĕ – «Хыпар») хаçатсен редакцийĕсенче ĕçленĕ 24 çул хамăр районти «Ял пурнçĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă. Н.Янкас ячĕллĕ премин тата «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль лауреачĕн пултарулăхĕ нумай енлĕ: очерк-калав, сăвă-юрă чылай хайланă. Вăл – 9 кĕнеке авторĕ. Нумаях пулмасть И.Прокопьев Илья Степанов композиторпа тата Чăваш халăх артисчĕпе Иван Христофоровпа пĕрле çырнă юрăсен «Тăван кĕтес» дискне те халăх патне çитерчĕ. Уяв каçĕнче районти ветерансен хорĕ: «Капельки» ансамбль, ÿнер шкулĕн çамрăк артисчĕсем: «Трак ен» ушкăн тата Иван Христофоров пирĕн ентешĕн сăввисемпе тата хăй кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика