Юськасинское сельское поселение Моргаушского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ĕçлеме кăмăл пур - тăрăшатпăр"

02 февраля 2015 г.

Хeл çурринчен иртрeмeр пулин те обществaлла выльaх-чeрлeх пaхакансен ответлa тапхaрeн пeлтерeшe чакман-ха. Çак вaхaтри производство калaпaшe пeлтeрхи çуллахи-кeркуннехи eçсен кaшaлe пулса тaрать. Çав вaхaтра кам мeн чухлe паха апат хатeрленине кура выльaх-чeрлeх продукцине туса илес ÿсeмeсем те хeл кунeсенче куç умне туллин тухаççe. Çу кунeсенче çителeклe eçлеменнисен вара хeл сиввисенче «айaплисене шыраса» пуç чиксе çÿремелли çеç юлать. Тeрeс мар-и?

Иртнe эрнере хуçалaхсене тухса ферма коллективeсем хeл кунeсене епле ирттернипе паллашасси малалла пычe. Рейд ушкaнeпе ку хутeнче «Свобода», «Ударник», «Герой» пeрлешÿллe хуçалaхсемпе пeрлех «Колос» обществaра тата хресчен (фермер) eçне кÿлeнсе грантсене тивeçнe Тури Панклири Д. Смирновпа Итакачкассинчи А. Петровaн хресчен (фермер) хуçалaхeсенче пулса куртaмaр. Тÿрех каламалла, нихaш çeрте те алa усса ларни, ютран килсе пулaшасса кeтни курaнмарe. Eçлe çул çÿреве «Свобода» ял хуçалaх производство кооперативeнчен пуçaнтaмaр. Хуçалaх ертÿçипе Л. Петровпа, кооперативaн тeп зоотехникeпе Э. Замятинaпа тата тeп ветврачпа Э. Любимовaпа пeрле eне фермисене çитсе вырaнти eç-пуçпа паллашрaмaр. Эпир çитнe чух Кашмашри тата Çатракассинчи сeт фермисенче ирхи сaвaма вeçленe май выльaхсене апат парассипе тата тислeк кaларассипе eçлетчeç.

- Ыррине шанса eçлес кaмaл пысaк. Хуçалaх ертÿçи те, зооветспециалистсем те хaйсенчен килнине туллин пурнaçлаççe. Вeсем тимленине пирeн те сая ярас марччe тесе тaрaшатпaр. Eç укçи вaхaтра тÿллесси йeркене кeчe, eç тумтирeпе те тивeçтереççe. Çаксем эпир туллин вaй хумаллин тeп условийeсем. Çавaнпа та eнесене вaхaтра тaрантарассине, вeсене уçaлма кaларассине, сарайeнче тата ытти пÿлeмсенче тирпейлe пулассине эпир хамaрaн тeллев тесе йышaнатпaр. Aна пурнaçа кeртессипе eçлетпeр, - терe «Свобода» хуçалaхaн Çатракассинчи сeт ферминче тивeçлe канурине пaхмасaр хaйсене пулaшма тухнa Н. Федоровaпа Л. Львовaна тав туса Г. Григорьева ветеринар. Рейд вaхaтeнче эпир асaннa хуçалaхaн сeт фермисенче çак кун аталанaва çирeплетекен уйрaм тeслeхсемпе тeл пултaмaр. Апла пулсан кунта кашни коллективрах малашлaх eмeтсемпе çанa тавaрса eçлеççe. Çакнашкал пeтeмлетÿпе тухрaмaр эпир хуçалaх фермисенчен. Кунти лару-тaру ырa енчен иккeлентермелле маррине палaртрe. Сарайсенчи тасалaх, çителeклe апат, тивeçлe eç условийeсем маларах каланине çирeплетрeç кaна.

Çатракассинчи тата Кашмашри сeт фермисенче пулсан пÿлeмсенчи тасалaхпа типейлeх, eнесен сарайeсенчи кормушкaсенче апат çителeклe пулни, eçлекенсем ыранхи куна шанса вaй хуни коллективсем йывaрлaхсене çeнсех укçа шутлама вeренсе çитнине пeлтерчe. Çав вaхaтрах Тивeшри Михаил Лукияновaн «Колос» АПФра пулсан, кунта хeл кунeсем йывaррaн иртни куç умне пулчe. Хуçалaхра кая хaвармасaр пурнaçламалли eçсем хальлeхе чылай.

- Йaлтах хамaра валли-çке. Хамaр eçлетпeр те хамaр канатпaр, çакaнтах пурaнатпaр. Апла пулсан вырaнти тирпейлeх те хамaршaн. Шиншилла eрчетессипе пeрремeш кун eçлеместпeр. Ку чeрчунсем тирпейлeх ыйтаççe. Пуçaннa eçе анлaлатасси - пирeн умри тeллев. Çакна пурнaçа кeртме пирeн условисем çителeклe. Çав тeллевпе eçлетпeр те, - терe кaçалхи eç кaтартaвeсемпе кeскен паллаштарнa май Д. Смирнов фермер.

«Ударник» сaнавлa производство хуçалaхeн eне фермисене çитсен те кунта вaй хуракансен eçлес кaмaлe пысaкки палaрчe. Маларах eç пaрахнисем каялла таврaнни те çавнах çирeплетет.

- Ял хуçалaхeн черетлe çулне кeнe май эпир паян хамaрaн иртнe çулхи eçсене пeтeмлетсе тивeçлe хак парассине кун йeркине кaлартaмaр. Çитменлeхсене куратпaр-пeлетпeр, вeсене пeтерессипе куллен тaрaшатпaр. Паянхи куна фермaсенче eçлекенсем пур, выльaх апачe çителeклe, тислeк тухать, сeт сутaнать, - фермaсене çул тытнa май паллаштарчe хуçалaх ертÿçи В. Федоров.

Вырaнсене çитсен хуçалaхри ферма коллективeсем йывaрлaхсене çeнсе eçлени, хaйсенчен мeн килнине пурнaçлама тaрaшни куç хeррине юлмарe. Eçе явaçтарнa техникaн тата механизаторсен тaрaшуллaхe паян обществaлла выльaх-чeрлeхе йeркеллe хeл каçарассинче «Ударник» хуçалaхшaн тeп пулaм пулнине куртaмaр.

Çак кун эпир «Герой» хуçалaхaн Çeньял Шурчари сeт ферминче те, Ярапай ял тaрaхeнчи Итакачкассинче пурaнакан Алексей Петровaн хресчен (фермер) хуçалaхне те çитрeмeр. Çак икe хуçалaха пeрлештерекенни - выльaх-чeрлeх патeнче тирпейлeх хуçаланни тата eçлекенсем мал туртaмлa пулни.

Алексей Анатольевичaн хресчен (фермер) хуçалaхeн витисенче паянхи куна сумалли eнесем 5 пуç, виçe вaкaр тата пeр тынашка тaраççe. Вeсемпе пeрлех уйрaм пÿлeмсенче сурaхeсем те, кроликсемпе индоуткaсем те, чaх-чeп те йышлa пурри кунта ял пурнaçне юратакансем пурaннине çирeплетрe. Хуçалaх ертÿçи иртнe çул трактор, пресс-подборщик, косилка, сеялка, утa тавaрмалли агрегат туяннa. Çак техника хатeрeсемпе вaл хaйeн хуçалaхeнчи eçсене вaхaтра пурнaçласа пынипе пeрлех ял çыннисене пулaшассинчен те пaрaнмасть.

...Кашнийeнех хaйeн ыйтaвeсем, eмeчeсем, тeллевeсем. Вeсене вара хeл кунeсенче пeрле пулсан çеç таса пама май пуррине кашниех aнланни вaрттaнлaха юлмарe.

РЕЙД УШКAНE:

Л. БОЯРИНОВА, район администрацийeн экономикaпа АПК аталанaвe пайaн тeп эксперт-специалисчe*

Н. ТРИФОНОВ, районти выльaх чирeсемпе кeрешекен станци пуçлaхeн çумe*

А. БЕЛОВ, район хаçачeн экономика пайeн редакторe.

С председателем

Шиншилла aсти Д. Смирнов.

 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Юськасинское сельское поселение

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика