Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене интереслентерме пултаракан вĕрентекен

29 октября 2014 г.

Черетлĕ урок вĕçленнине палăртакан шăнкăрав паçăрах янăранă ĕнтĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем вара Александр Алексеевич йĕри-тавра пухăннă та çĕнĕ темăна вĕреннĕ май пуçра тĕвĕленнĕ шухăшĕсене пĕлтерме тăрăшаççĕ.

 

- Кун пирки çитес урокра калаçăпăр. Халĕ тепĕр урока кайиччен апата кайса килĕр,- лăпкăн кăна асăрхаттарчĕ çамрăк педагог.

 

-Эсир манран чи пĕрремĕш ыйтăр,- вĕрентекенрен уйрăлса кайиччен сăмах хушрĕ хăюллăраххи. 

А. Николаев Вутланти тĕп шкулта иккĕмĕш çул çеç-ха историпе обществознани предмечĕсене ертсе пырать. Апла пулин те вĕренекенсемпе çывăх туслашма ĕлкĕрнĕ. Кашнинпех пĕр чĕлхе тупнă.

 «Мана та шкула илсе кайăр-ха». 

- Виçĕ ывăлтан иккĕмĕшĕ эпĕ. Тимофей пичче манран 11 çул аслăрах. Вăл вăтам классенче пĕлÿ илнĕ тапхăрта эпĕ те самаях аталаннă. Пичче тантăшĕсемпе пĕрле Чăваш Сурăмĕнчи шкула кайнине çав тери ăмсанса пăхса юлаттăм. Кăштах ÿсерехпе пиччене хăйĕнпе пĕрле вĕренме илсе кайма ÿкĕтлени халĕ те асрах. Хăвăртрах шкула каяс килетчĕ,- ачалăхри пĕр саманта аса илчĕ Александр Алексеевич.

 Пиллĕкмĕш класа куçсан, истори предметне вĕренме тытăнсан Шуркасси ачи унпа ытларах та кăсăкланма пуçлать. Çавăн чухне ĕнтĕ шăпах алла аттестат илсен истори енĕпе аслă пĕлÿ илме палăртать те. Урокра вĕреннипе çеç çырлахмасть-ха мал ĕмĕтлĕскер. Евгений Львович Ефимов истори учителĕ ертсе пыракан «Шырав» кружока çырăнать. Тантăшĕсемпе пĕрле тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ, тăтăшах музейсенче пулаççĕ. Çакă вара пушшех те хăпартлантарать вĕренекене. Тавра курăмне ÿстермелле вĕренекенсем хушшинче районта иртекен олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать. Çапла майпа ытларах та ытларах истори енне çул хывать.

 - Историпе обществознани предмечĕсем хушшинче пĕрпеклĕх пур. Иккĕшĕ те манăн чуна çывăхчĕ,- хăй вĕреннĕ вăхăта аса илчĕ педагог. Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерет Александр Николаев. Малтан палăртнă пекех Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе право факультетне вĕренме кĕрет.

 Кĕнеке çырать,спортра та палăрать. 

Пĕрремĕш кунранах студента аслă вĕренÿ учрежденин пурнăçĕ кăмăла каять. Аталанма, ăс-хакăла ÿстерме пĕтĕм май пур кунта. Историпе, тĕпчевпе кăсăкланаканскер кулленех мĕн те пулсан çĕнни шырать. Наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать, семинарсене çÿрет. Кунсăр пуçне Саша факультетри тантăшĕсемпе пĕрле университет ирттерекен культурăпа массăллă мероприятисене хутшăнма та вăхăт тупать. Спорт çине те тимлĕх уйăрать. Алă вăйне палăртакан армспортра çĕнтерсе темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăнать. Çав вăхăтра каçсерен Япони кĕрешĕвĕсен «Кудо» спорт клубне çÿреме те вăхăт тупать.

 Çуллахи каникулта та шыравпа тĕпчев ĕçĕнчен уйрăлмасть. Темиçе çул «Аса илÿ вахти» çарпа патриот клубĕпе Калуга облаçĕнчи шырав ĕçĕсене хутшăнать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хĕрÿ çапăçусем пынă вырăнсенче историшĕн пĕлтерĕшлĕ япаласем шыраса тупаççĕ. Хамăр ентеш Лев Ефимов профессор сĕннипе А. Николаев Элĕк районĕн ветеринари служби епле аталаннине тĕпчеме пуçлать. Тĕрлĕ архив докуменчĕсене тишкерет. «Элĕк районĕнчи ветеринари службин аталанăвĕ» темăпа диплом ĕçĕ çырать. Каярахпа Лев Архиповичпа ăна анлăлатса кĕнеке кăлараççĕ. Сăмах май каласан, çакă Александр Алексеевичăн пĕртен-пĕр ĕçĕ теме çук. Çамрăк тĕпчевçĕ малашлăхра хăйĕн тăван ялĕ Шуркасси çинчен кĕнеке кăларасшăн. Çак тĕллевпе материалсене пухма пуçланă та.

 Алла диплом илнĕ çамрăка Вутланти пĕлÿ паракан тĕп шкулта историк кирлине пĕлтернĕ, унта ĕçлеме килме сĕннĕ. Килĕшнĕ çамрăк. 

 Яланах шыравра педагог. 

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче педагог ĕçне кÿлĕннĕ Александр Алексеевича 5-9-мĕш классенче истори, обществознани предмечĕсене ертсе пыма çирĕплетнĕ. Кунсăр пуçне учитель вĕренекенсене асăннă предметсемпе ытларах кăсăклантарас тĕллевпе Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ урлă «Çамрăк краеведсен» кружокне ертсе пынă. Тулли кăмăлпах, йышлăн çÿренĕ ачасем. 

Çулталăк хушшинчех çитĕнÿсем тунă А. Николаев. Унăн вĕренекенĕ Александра Афанасьева çиччĕмĕш класс ачисен йышĕнче истори предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра виççĕмĕш вырăна тухнă. Тăххăрмĕшĕнче пĕлÿ илнĕ Марина Андреева патшалăхăн пĕрлĕхлĕ аттестацийĕнче асăннă предметпах пысăк балсем пуçтарнă.

Çитĕнекен ăрăва тарăн та çирĕп пĕлÿ пама ăнтăлнипе пĕрлех Александр Алексеевич хăйĕн ăс-хакăлне ÿстересси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕлтĕр вăл И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренме кĕнĕ.

 Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Шуркасси каччине Вутланти тĕп шкулта татах та яваплăрах ĕçе çирĕплетнĕ. Директорăн çумĕ пулма палăртнă. Яваплăх пысăкрах пулнăран, ĕç калăпăшĕ ÿснĕрен чылай чухне шкулта каçхи ултă сехетченех тытăнса тăрать вăл. Апла пулин те педагог ĕçĕпе кăмăллă.

 - Юлашки тапхăрта спорт валли вăхăт сахалтарах юлать. Çитес вăхăтра çак çитменлĕхе пĕтересшĕн, Элĕкри «Хĕлхем» спорт комплексне тренажер залне тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿресшĕн,- калаçăва вĕçленĕ май пĕлтерчĕ çамрăк педагог.

 Эльвира КУЗЬМИНА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика