Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хаксемпе интересленчĕç

31 января 2015 г.

Хаксемпе интересленчĕç

Лавккара, пасарта апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем ÿсни самаях палăрать. «Хакĕсем ытла та хăпарнă-çке, малашне лавккана экскурсие кăна килмелле пулмасть-ши капла;» - тесе пăшăрханса каланине пĕрре мар илтме тиврĕ иртнĕ эрне вĕçĕнче хаксене тĕрĕслеме тухнă рейдра.

«Единая Россия» партин пуçарăвĕпе вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи А. Корнеева парти членĕсемпе пĕрле Муркашри пасарта, «Визит», «Санар» лавккасенче, Муркаш райповĕн апат-çимĕç лавккинче тата Шупашкар çăкăр завочĕн лавккинче пулса социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсемпе интересленчĕç.

Хаксем чăнах та тĕрлĕрен. Акă хура çăкăр 19 тенкĕ те 50 пус тăраканни те, 22 тенкĕ та 50 пусли те  пур, шурă çăкăр - 15 тенкĕ те 80 пусран пуçласа 22 тенкĕ таран. Пĕтĕмĕшле илсен суту-илÿ точкисенче çăкăр йывăрăшĕ пĕр пекех.  Тулă çăнăхĕн 1 килограмĕ 19 тенкĕ те, 26 тенкĕ те тăма пултарать. Сĕт хакĕ 33 тенкĕрен пуçласа 42 тенкĕ таранах. Рис кĕрпин 1 килограмĕшĕн Муркашсем 50 тенкĕ те, 60 тенкĕ те кăларса хума пултараççĕ, хура тул кĕрпин 1 килограмĕшĕн - 55 тенкĕрен пуçласа 80 тенкĕ таранах - ăçта туяннинчен килет. Сахăр вара асăннă лавккасемпе пасарта 50 тенкĕрен пуçласа 58 тенкĕ таран тăрать. Çăмарта (10 штук) хакĕ те тĕрлĕрен: 5 тенкĕ те 60 пус, 6 тенкĕ те 50 пус, 6 тенкĕ те 70 пус. Сухан, сăмахран, пĕр çĕрте 22 тенкĕ тăрать пулсан, тепĕр точкăра - 30 тенкĕ. Тата ытти тĕслĕхе те илсе кăтартма пулать. Апла лавккана экскурсие каяс мар тесен унти-кунти хаксемпе интересленни те япăх мар.

Çакăн пек рейдсем малашне те иртĕç. Вĕсен тĕллевĕ - социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене сăлтавсăр ÿстерме парас марри, хамăр патра туса кăларнă продукци сентресем çинче мĕнле вырăн йышăннине тĕрĕслени тата ытти те.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика