Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни тавар туянаканпа ĕçлеççĕ

03 февраля 2015 г.

Кăрлачăн 31-мĕшĕнче Элĕкри потребительсен кооперацийĕ çулталăкри ĕç-хĕл-не пĕтĕмлетрĕ. Районти уполномоченнăйсен пухăвне Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Михайлович Павлов хутшăнчĕ. Пухăннисем умĕнче райпо Канашĕн председателĕ Юрий Харитонов тухса калаçрĕ, хăйĕн сăмахĕнче кооперацин 2014 çулхи ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, юлашки вăхăтра инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртни, суту-илÿ предприятийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул 7 магазина тата 1 медицина аптекине автоматизациленине палăртмалла. Çитес 2-3 çул хушшинче ку ĕçе вĕçлеме пăхнă. Юрий Александрович 2015 çулхи тĕллевсене те уçса пачĕ. Тĕп тĕллевĕ ял çыннине туса илнĕ продукцие вырнаçтарма пулăшасси, унăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшасси пулнине асăнчĕ. Уполномоченнăйсен Канашĕн членĕсем Анатолий Маркитанов тата Прохор Козлов сăмах илчĕç. Анатолий Николаевич районта газпа çÿрекен машинсем валли заправка çуккишĕн пăшăрханчĕ, ăна тăвас ыйтăва пăхса тухма ыйтрĕ. Прохор Степанович лавккасенчи сутуçăсене тимлĕрех пулма сĕнчĕ, кашни тавар туянакан кăмăлне тивĕçтерессипе ĕçлемеллине аса илтерчĕ.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов Элĕк райпо Канашĕн председательне Юрий Харитонова паянхи кăткăс лару-тăрура ĕçе пĕлсе йĕркелеме пултарнишĕн, ял халăхĕн нушисене шута илнишĕн тав турĕ. Элĕксем иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленине палăртрĕ, Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех Юрий Александрович пăрлă çумăр вăхăтĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ ял çыннисене пулăшма килнĕ ĕç бригадисене вĕри апатпа тивĕçтерес ĕçе йĕркеленĕшĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Пухура Валерий Михайлович район хаçатне хăйĕн страницинче райпо тытăмĕн ĕçне-хĕлне туллин çутатса панăшăн тав турĕ, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче иртнĕ конкурс çĕнтерÿçи пулнине çирĕплетекен дипломпа чысларĕ.

Çавăн пекех савăнăçлă лару-тăрура ĕçре мала тухнисене саламларĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика