Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче - улшăнусем

30 января 2015 г.

Шкул ачисемшĕн вĕренÿ çулĕн кирек хăш вăхăчĕ те хĕрÿ тапхăр. Ăс-хакăла ÿстерес тесен çулталăк тăршшĕпех тăрăшмалла. Тĕрлĕ конкурс олимпиадăсем те ăс-тăн çивĕчлĕхне ÿстерме пулăшаççĕ. Халĕ районти вĕренÿ учрежденийĕсенче 11-мĕшĕнче вĕренекенсен яваплă тапхăр пуçланчĕ. Шкулсенче Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленессипе ĕçсем пыраççĕ. Вĕрентекенсем консультацисем ирттереççĕ. Кăçал ППЭсене хăш-пĕр улшăнусем те кĕртнĕ.

2014-2015 вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенчен 11-мĕш класран 120 ача тухать. Вĕсен йышĕнче сывлăх енчен хавшак пĕр ача пур. Вăл Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытнă чухне çăмăллатнă йĕркепе усă курма пултарать. Анчах та вăл ыттисемпе пĕр танах экзаменсем тытма кăмăл тунă.

Вун пĕрмĕшĕнче вĕренекенсен нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен хăйсем суйласа илнĕ мĕнле предметсемпе экзамен тытассине палăртмалла. Çак тапхăрччен йышăну туманнисен каярахпа суйлама май пулмĕ. Шута илмелли сăлтавсем пур пулсан вĕренекен суйласа илмелли предметсемпе экзаменсене улăштарма тата хушма та пултарать. Ку чухне шкул ачи Патшалăх экзаменĕн комиссине хăш предметсемпе улшăнусем пулса иртнине тата çакăн сăлтавне палăртса ыйту çырать. Унпа пĕрле тивĕçлĕ документсем тăратать. Ыйтăва хăй суйланă предметсемпе экзамен пуличчен икĕ эрне маларах памалла.

Ытти çулсенчи пекех, шкул     пĕтерекенсем пурте математика тата вырăс чĕлхи предмечĕсемпе экзамен тытаççĕ....

Тĕплĕнрех кăрлачăн 30-мĕшĕнче пичетленсе тухнă хаçатра вуласа пĕлме пулать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика