Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван районшăн савăнатпăр

04 февраля 2015 г.

К.С. МИФТАХУТДИНОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО генеральнăй директорĕ

Тĕнчери тата çĕршыври лару-тăру тăнăçах тăмасан та, çакă Комсомольски районне малалла аталанма чăрмантармасть. Район кунта пурăнакансен хастарлăхĕ, хăйсен ĕçне пĕлсе, тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани çинче тытăнса тăрать, малашне те çаплах пултăрччĕ. Кирек хăш районăн ăнăçлăхĕ те экономика аталанăвĕнчен килет. Бюджета çулсеренех пурнăçласа пыни, налуксемпе сборсем лайăх пухăнни, вырăнти тупăшсен тỹпи пысăк пулни пĕлтерĕшлĕ. Акă, 2014 çулта пухăннă вырăнти тупăш 101667,9 пин тенкĕпе танлашнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тупăшлă ĕçленипе çĕр ĕçченĕсен пурнăç шайĕ тỹрремĕнех çыхăннă. Акă, Комсомольски районĕ çĕр улми çитĕнтерессипе, сĕт туса илессипе пĕрмаях республикăра малти вырăнсенче пырать. "Асаново" кооператив дояркисем вара халиччен пулман чикĕ урлă каçрĕç. Вĕсем 2014 çулта кашни ĕнерен вăтамран 8 пин ытла литр сĕт суса илнĕ! Апла тăк вĕсен ĕçтешĕсен те çак тĕллев патне ăнтăлмалла. Промышленноç предприятийĕсем хăватне ỹстернине те курас килет. Хамăр продукцие ытларах, пахалăхлăрах кăларса ăна вырăнта çеç мар, кỹршĕллĕ районсемпе республикăсенче те сутса тупăш илме тĕллев лартмалла.

В.А. ИЛЬИН, вице-адмирал, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ỹснĕ:

Тăван тăрăха час-часах килсе çỹреме май килмест. Апла пулин те пушă вăхăт тупăнсанах Каçал тăрăхне, тăван яла Шурут-Нурăса васкатăп. Кунта манăн ачалăхăм иртнĕ. Килмессеренех район çĕнелсе вăй илнинчен тĕлĕнме пăрахмастăп. Вăл кашни çулах пысăкланса, сарăлса пырать. Çĕнĕрен-çĕнĕ урамсем хута каяççĕ, хитре те капмар çуртсем таврана илем кỹреççĕ. Район центрĕ те илемленет.

Çынсем ĕçчен, маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе параççĕ. Кунта ахальтен мар тĕрлĕ халăх çынни пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнать. Аслă ăру çыннисене, паттăр салтаксене, ентешсене асра тытса районта ветеран-моряксен ячĕпе палăк туса лартма пултарнине пысăк хак паратăп. Маттур. Малашне те çапла пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлĕр, туслăн пурăнăр. Эпĕ ентешсен çитĕнĕвĕсемпе яланах мухтанатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика