Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Семинара хутшăннисем – музейра

12 февраля 2013 г.

Районта Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн надзор подразделенийĕсен начальникĕсен семинарĕ иртнĕ. Ăна Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ – Чăваш Республикин пушар надзорĕн патшалăх инспекторĕ Николай Валерьянович Петров йĕркелесе пынă. Канашлу тĕллевĕ – пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе вырăнти ĕç-хĕлпе паллашса умра тăракан задачăсене палăртасси.
Семинара хутшăннисен пысăк ушкăнĕ Енĕш Нăрваша та çитсе курма кăмăл тунă. Ара, Чăваш АССРĕнчи 1-мĕш пушар хуралĕн Управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Сидорович Сидоров Енĕш Нăрваш çынни пулнă. Ăна 1932 çулхи майăн 31-мĕшĕнче ЧАССР Совнаркомĕ ертÿçĕ пулма çирĕплетнĕ. Çавăнпа та пушар хуралĕн ответлă çыннисем Енĕш Нăрвашри музейра пулчĕç, Д.С.Сидоров çинчен йĕркеленĕ стенд умĕнче нумайччен чарăнса тăчĕç. Уйрăмах хăнасене 1939 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашра вăйлă пушара пула 114 хуçалăх çунса кайни çинчен çырса кăтартнă протокол интереслентерчĕ. Музейра вĕсем ял историйĕпе, унăн паллă çыннисемпе паллашрĕç, çавăн пекех ĕлĕкрех ялти пушар сÿнтермелли хатĕрĕсем пирки ятарлă кĕтесе вырнаçтарнă экспонатсене курчĕç. Пушар хуралĕн ответлă çыннисем унччен депо пулнă çурта та çитрĕç. Кунта паян тесен паян, пушар машини пулсан, вут-кăвара хирĕç кĕрешекен службăна çĕнĕрен йĕркелесе яма май пур. МЧС сотрудникĕсем музей ĕçне хакласа ырă сăмахсем çырса хăварчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика