Атнарский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов - Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ пирки ("Пирěн пурнăç")

28 января 2015 г.

Александр Николаевич КУЗНЕЦОВ, ЧР Муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕн Правлени членĕ, Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, "Единая Россия" политика партийĕн членĕ:

- Республика Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвне вуланă çĕре кашни çулах хутшăнма тӑрӑшатӑп, çапах та кăçалхи Çырăвĕ ытти çулхисенчен ытларах килĕшрĕ. Мана анчах мар, залра ларакансене те килĕшни палăрчĕ - чылай хутчен алă çупни те çакна çирĕплет. ЧР Пуçлăхĕ юлашки тăватă çула пĕтĕмлетрĕ - чăннипех нумай тунă. Малашне те тумаллине палăртрĕ. Атнар ял тăрăхне илес пулсан - юлашки çулсенче Атнар шкулĕ, ача сачĕ çĕнелчĕç: çи виттийĕпе чỹречисене,        ӑшӑ тытӑмẽн пӑрӑхẽсене улăштарса. Атнар шкулĕн спортзалне юсаса çĕнетсе. Çулсене йĕркелесе юсаса тăрассипе те ĕçлетпĕр. 3 çул хушшинче ялсен урамĕсенче çул-йĕре 100-шер метр таран вак чулпа хытартăмăр.

Çырура пĕрремĕш вырăна çынна лартни килĕшрĕ. Çынсăр пĕр ыйтăва та татса параймăн. Пĕлтĕр пирĕн тăрăха кĕрекен Туканаш ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайни те çакнах çирĕплетет пулĕ.

Хăй вăхăтĕнче экономика пĕлĕвне илнĕ май мана экономика çинчен калани те килĕшрĕ. Çырура Михаил Васильевич çакăн пек каларăшпа усă курчĕ: "Перекетленĕ пĕр тенкĕ вăл _ ĕçлесе илнĕ укçа". Çапла. Тĕрĕс палăртрĕ. Сăмахран, çын пуçне кашни ял тăрăхĕн бюджетне пĕрешкел укçа-тенкĕ хываççĕ, çав укçа-тенкĕренех, перекетлесе, Атнар ял тăрăхĕ пушар машинипе 3 водителе тытса тăрать - ку енĕпе çулталăкне сахалтан та 450 пин тенкĕ кирлĕ. Каçхи вăхăтра иртен-çỹрекен халăха çутăпа тивĕçтерес тесе юпасем çине энерги перекетлекен лампочкăсем лартма тăрăшатпăр. Ку укçа-тенкĕне перекетлени пулать мар-и?!       Ҫавӑнпа та пур укҫапа ӗҫлеме пӗлмелле тесе шутлатӑп.

 

 

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429055, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Атнары, ул. Молодежная д. 52 "а"
Телефон: 8(83551) 2-16-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика