Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах хăвачĕ

23 января 2015 г.

Январĕн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа иртнĕ савăнăçлă уява журналистсем, издательсем, полиграфистсем, пичет ĕçĕн ветеранĕсем пухăннă. Вĕсене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, сумлă хăнасем пынă.

Михаил Васильевич театр фойинче йĕркеленĕ курав экспозицийĕсемпе кăсăкланчĕ, МИХсем информаци технологийĕсемпе ăнăçлă усă курнине палăртрĕ.

ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансен, телекуравпа радиора вăй хуракансен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, Пичет кунĕ пурин те пĕрлехи уявĕ пулнине палăртрĕ. Александр Иванов хаçат-журналсен пĕлтĕрхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Елчĕк районĕн хаçачĕн ятне икĕ хутчен те ырăпа асăнчĕ: "Елчĕк ен" Раççей прессин ылтăн фондне кĕнĕ, пирĕн хаçата районта пурăнакан кашни пиллĕкмĕш çын çырăнать. Ку вăл Пăрачкав район хаçачĕ хыççăн иккĕмĕш кăтарту.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллă банкир 1815 çулта информаци пирки каланă "кам информаципе хуçа, вăл тĕнчене тытса тăрать" сăмахсене аса илчĕ. Унтанпа 200 çул çитнĕ пулин те ку шухăш пĕлтерĕшĕ çухалман, тепĕр çавăн чухлĕ çул иртсен те кивелмĕ.

- Тĕрĕс информаци илекен çын пурнăçра çитĕнỹ тăвать, хăйĕн вырăнне тупать, - терĕ Михаил Васильевич.

Пĕлтерỹ е хыпар йăнăш пулсан, паллах, тытăннă ĕç путланать. Çавăнпа та телекуравра, радиохыпарлавра, пичетре вăй хуракансен яваплăхĕ калама çук пысăк. Кашни сăмахăн хăйĕн вырăнĕ пулмалла. Текстра чарăну палли те пĕлтерĕшлĕ, вăл çынна инкекрен хăтарса хăварма е вуçех шар кăтартма пултарать.

Республика Пуçлăхĕ Культура çулталăкĕнче тунă çитĕнỹсене те аса илчĕ. 150 пин ытла мероприяти иртнĕ. МИХсем вĕсене вăхăтра та туллин çутатнă. Литература тата чăваш классикĕ К.В.Иванов çулталăкĕнче те вĕсем хăйсен тивĕçне чыслă пурнăçлассине шанса тăнине палăртрĕ.

Хастарлăхпа, пултарулăхпа палăрнисене уявра патшалăх наградисене парса чысларĕç.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика