Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăра ĕç, пуçра ăс пултăр

20 декабря 2014 г.

20 декабря 2014 г.

Алăра ĕç, пуçра ăс пултăр

Энтриялĕнчи Культура çуртне, çулталăка яхăн ĕнтĕ, ялти ал ĕçĕ тума юратакан хĕрарăмсем эрнере пĕрре каçхи улаха пуçтарăнаççĕ. «Ял касса çÿренипех ятлă çын пулаймăн, улаха пĕрле пуçтарăнса, чуна илĕртекен япаласем çыхса тĕрлесе, вăхăта усăллăрах ирттерес», - теççĕ сăпайлă хĕрарăмсем, ал ăстисем.

Вĕсен хушшинче тĕлĕнмелле ĕçсен, ăмсанмалла пултаруллă хĕрарăм - А.Вдовик пур. Вăл кашни улаха килмессерен çĕнĕ япала çыхса килет. Тĕрлĕрен çипсенчен эрешлесе çыхнă чăлха-нуски, жилетсем, шаль тутăрĕсем, илемлĕ минтерсем, салфеткăсем куçа илĕртеççĕ. Вĕтĕ шăрçасенчен-бисертан çыхнă асамлă чечексене, иконăна ытарма çук. Модульлĕ оригами меслечĕпе ăсталанă мăшăр акăшсем илемлĕхĕпе хăй патне туртаççĕ. Ĕçсĕр ларма хăнăхман Альбина Александровна пĕрмаях çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем çыхать. Улаха ертсе пыракан Н.Арсентьевăран нумай вĕренет вăл, журналсенче, çÿхе брошюрăсенче шырать тĕрлĕрен ÿкерчĕксем, тĕрĕсем. Килĕнче унăн асамлă юмах тĕнчи тейĕн, йĕри-тавра çыхнă чечексем, минтерсем. Пĕри те укçан илнисем мар, веçех хăй ăсталанисем. Вăл Энтрияль тăрăхĕнче, районта иртекен пур куравсенче те хастар хутшăнать. Кăçал районти Акатуйра ирттернĕ «Ылтăн алăллă ăстасем» ятлă ÿнер тата ал ĕç изделийĕсен куравĕнче хастар хутшăннăшăн вашаватлă хĕрарăм район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин алă пуснă диплома илме тивĕçлĕ пулнă. Октябрĕн 30-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ иртрĕ. Çак уява халалласа Вăрмарти Культурăпа кану центрĕнче ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Энтрияль тăрăхĕнчен курава А.Вдовикпа Л.Кухаренко çыхса илемлетнĕ тĕрлĕрен чечексен пуххине тăратнă. Роза, фиалка, салтак тÿми ?ромашка%, тюльпан, хĕвелçаврăнăш, глоксини чечекĕсем куракансене хитрелĕхĕпе, хÿхĕмлĕхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Яковлев çак куравра хăйне евĕрлĕ алă ĕçĕсен ытарлăхĕн, чиперлĕхĕн пĕлтерĕшне куракансен асне çитерме пултарнăшăн ăстаçăсене диплом парса хавхалантарчĕ. Куçа илĕртмелли япаласем çыхнисĕр пуçне вăл ăста апат пĕçерекен. Тутлă апат пĕçерме хастар хĕрарăм, Томск хулинчи обществăлла апатлану техникумĕнче виçĕ çул вĕреннĕ. Техникум хыççăн хулари шкул столовăйĕнче, çуллахи каникул вăхăтĕнче «Рябинушка» кафере ĕçленĕ. 1994 çулта качча кайнă, Володя ывăлĕ виçĕ çула çитсен яла таврăннă. Энтриялĕнчи вăтам шкул столовăйĕнче сакăр çул ĕçленĕ, паянхи кун вара, Энтри-Пасарĕнчи И.Крыловăн «Аниш» кафере ĕçлет. Кунта ĕçлеме пуçлани те сакăр çул çитрĕ ĕнтĕ. «Кахал кăмака çинчен аниччен», ĕçчен хĕрарăм ирхине ултă сехетре, уй урлă, виçĕ çухрăм утса ĕçе васкать. Шкул столовăйĕнче ĕçленĕ чухне-и, кафере ĕçлет-и, Альбина пĕçернĕ апат пахалăхĕпе пурте кăмăллă пулнă, халĕ те çапла. Тĕрлĕ витаминпа пуян салатсем, аш-какайран хатĕрленĕ катлечĕ, гуляшĕ, пулă, хăпартнă чустаран пĕçерсе кăларнă вĕри пÿремечсем, вĕтĕ кукăльсем, печенисем тата тем те пĕр тума, пĕçерме пĕлет ларма-тăма пĕлмен повар. Вăл ĕçлекен кафере ахаль те çын нихçан та чакмасть, кунĕн-çĕрĕн халăх хĕвĕшет. Аякри çула çÿрекен шоферсем, иртен-çÿрекенсем, чикансем. Яшкине кăна тăхăр тĕрли, кукăлĕ-хуплăвĕ, какайран тĕрлĕрен апат-çимĕç пĕçереççĕ. Пуçлăхсем ятуллă поварăн ĕçне тĕрĕслесех тăраççĕ, вĕсен сĕнĕвĕсене кура Альбина Александровна ытти поварсемпе пĕрле тата та хавхаланса, тутлăран та тутлă апатсем пĕçерме тăрăшать. Кунĕпе ура çинче тăрса ирттернĕ хыççăн, киле çурран утса таврăннă хыççăн та ахаль ларма вăхăт çук, çирĕп тĕллевлĕ хĕрарăмăн, каллех ал ĕçне тăвать. Çăмне чавать, арлать, çыххи-çыххипе нуски-алсиш çыхать. Хитре минтерсене хĕрĕхе яхăн çыхнă, шаль тутăрĕсен шучĕ те çук. «Авăн çапаканăн сăмах çапма вăхăт çук», «Вăй-халтан кайиччен ĕçлемесĕр, вăй-халлă пулаймăн», - тесе каланă ватăсем. Эпĕ çак сăмахсемпе тĕппипех килĕшетĕп. Ахаль сăмах пăтратса çÿриччен алă ĕç тăватăп, алă ĕçĕ - аллă ĕç, хырăм ĕçĕ - пĕрре çеç вĕт вăл. Çĕнĕ япаласем çыхса ларнă чухне, пуçри шухăшсем лăпланаççĕ, хам çыхнă япала илемлĕ пулчĕ пулсан, чун савăнать», - тесе сăпайлăн калаçать илемлĕ чечек çыхса ларакан, харпăр хăйне яланах чыслă тытакан хĕрарăм. 43 çула çеç çитнĕ пулин те, пурнăçри йывăрлăхсене чылай тÿссе ирттерме лекнĕ унăн. Малтанах ашшĕ - А.Дроздов, кайран - Кольăпа Славик пиччĕшĕсем, унтан - Олег шăллĕ сарăмсăр ку тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Кăçалхи çул вара, юратнă амăшне - О.Дроздовăна юлашки çула ăсатрăмăр, тăванĕсенчен уйрăлнине чăтса ирттерме питĕ йывăр пулчĕ ăна. Юрать аслă аппăшĕ Эльза тата чун тĕпренчĕкĕ - ывăлĕ Володя пур, вĕсем вăй парса тăраççĕ. Володя тĕп хулара виççĕмĕш çул электромеханиксен техникумĕнче вĕренет, аван ĕлкĕрсе пырать, киле килсех çÿрет, амăшĕн сăмахне яланах итлет.

Çапла эретлĕ пурăнать чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ, хăй чыслă та ятуллă, ĕçре типтерлĕ те кăтартуллă. Юлташĕсем, тăванĕсем ăна хисеплеççĕ. Малалла та çак маттур повара, ал ăстине кăмăл çĕкленĕвĕпе, хавхалануллă шухăшсемпе лайăх ĕçлеме, вăрăм ĕмĕр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.РАЗУМОВА.

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика