Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл ĕçченĕ 90 çулта

20 января 2015 г.

Тыл ĕçченĕ 90 çулта

Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Клавдия Михайловна Петрова 90 çул тултарнине паллă тунă. Пысăк юбилейпе ăна РФ Президенчĕн Тав çырăвне парса чысланă.

Клавдия Михайловна мĕн çамрăкран "Кр.Чувашия" колхозра ĕçе кỹлĕннĕ. 1942 çулта ашшĕ фронта тухса кайсан ун вырăнне сурăх ферминче ĕçлеме пуçланă. Хĕл кунĕсенче 18 çула çывхаракан хĕре Буинск тăрăхне вăрман касма илсе кайнă.

"Мĕн чухлĕ терт курман-ши? Чĕр куççи таран юр ашса вутă, строительство материалĕ хатĕрленĕ, - куççулĕсене шăлса аса илет тыл ĕçченĕ. -Вăрçă çулĕсенче çу кунĕсенче Куславкка-Хусан çулне тунă тата Иваново облаçĕнче торф кăларнă çĕрте ĕçленисем те манăçмаççĕ".

1951 çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех Енĕш Нăрваш шкулĕнче техничкăра ĕçленĕ вăл. Вăрçă участникĕпе Василий Никитичпа çемье çавăрса виçĕ ача çитĕнтернĕ. Ывăлĕсем пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Владимир шкул директорĕнче, военрукра, Константин СХТра, "Красная Чувашия" колхозра механикре тата шкулта ĕç урокĕсен учителĕнче ĕçленĕ. Виталий те кун-çулне тăван ялпах çыхăнтарнă. Нумай çул сĕт-çу фермин заведующийĕнче вăй хунă, халĕ - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Ялти хисеплĕ ĕç ветеранĕ чылай наградăна тивĕçнĕ.

Юбилей кунĕнче Клавдия Михайловнана тăванĕсемпе çывăх çыннисем ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх суннă. Ывăлĕ аллинчен Президентăн Тав çырăвне илме вара питех те кăмăллă пулнă.

Ỹкерчĕкре: К.М.Петрова тăванĕсем хушшинче (малти ретре сулахайран тăваттăмĕшĕ).

Р.ШУМОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика