Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен – юратнă ен

13 января 2015 г.

Красноармейски район администрацийĕ район йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине палăртса «çавра сĕтел «йĕркеленĕ. Унта район ертÿлĕхĕнче вăй хуракансем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, культурăпа вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăннă. Трак тăрăхĕнчи 89 ялта хальхи вăхăтра 15,2 пин çын пурăнать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Васильев тĕлпулăва пуçласа район историне, мухтавлă та паллă çыннисене аса илнĕ, юлашки çулсенчи çитĕнÿсемпе паллашатрнă. Пухăннисем «трак ен – 80 çулта» электро презентацие те пахаланă. Уяврах асăннă тин çеç пуçланнă 2015 çулта чи малтан çуралнă ачан – Константин Александрович Прокопьевăн – ашшĕпе амăшне пепке çуралнине ĕнентерекен свидетельство панă. Района тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă Сергей Железинпа Алексей Никитин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Михаил Прохоров сăмах каланă. Николай Ершов таврапĕлÿçĕ тăван районне халалланă сăвва вуласа панă. Виталий Михайлов вĕрентекен Красноармейски районĕн энциклопедине хатĕрлес ĕçсем епле пынипе паллашатрнă. Уявра Красноармейски, Чатукасси ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарнă.  

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика