Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашниех парнене тивĕçрĕ

27 декабря 2014 г.

«Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕ юпа уйăхĕнче пичетленсе тухнă номерсенчех вулакансем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерессине пĕлтернĕччĕ. Тĕп парне мультиварка пулнине те палăртнăччĕ. Йышлăн килчĕç. Раштавăн 25-мĕшĕнче лотерея вылявне хутшăнакансене Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрне пуçтартăмăр. Чи малтанах Владимир Терентьев, Светлана Соколова тата Сергей Иванов культура ĕçченĕсем пухăннисене хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Вылява хутшăнакансем хушшинче иккĕленÿ çуратас мар тесе лотерея епле иртнине йĕркелесе сăнаса пыма вулакансем хушшинченех икĕ çынна суйларăмăр.

Чи пĕрремĕш парне, Çĕнĕ çул кучченеçĕ, Элĕк салинче пурăнакан Любовь Даниловăна тивĕçрĕ. Çавăн пекех Вутланти А.Иванов, Чăваш Сурăмĕнчи П. Ефимов, Çирĕккассинчи Е. Данилова тата Элĕкри С. Аполонова Хĕл мучи парнисене выляса илчĕç. Çĕнкас-Юнтапари Валентина Серафимовăн утюг тухрĕ. Кивкас-Юнтапари Раиса Спиридоновăн - тĕпелте усă курмалли тараса, Куракăшри Руфина Максимовăн - электромиксер, Çирĕккассинчи Мария Дмитриевăн электрочейник вылярĕ. Тĕп парне, мультиварка, Элĕк салинче пурăнакан Раиса Егоровăн тухрĕ. Лотерея вылявне хутшăннă кашни вулаканах пĕчĕк парнене тивĕçрĕ. Парнесене район хаçачĕн редакцине килсе илмелле.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика