Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ен ăшши вăй-хăват парать

13 февраля 2013 г.

Иртнĕ кунсенче пирĕн районта XXX Олимп вăййисен бронза призерĕпе Татьяна Архиповăпа тĕл пулу иртрĕ. Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерне курма районти Культурăпа кану центрне халăх йышлăн пухăнчĕ. Вĕсем вара Татьяна Архиповăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.

Пултаруллă ентеш çинчен хатĕрленĕ видеосюжет пурне те тыткăна илчĕ. Кунта унăн пурнăçĕпе пултарулăхне, спортри çитĕнĕвĕсене пĕтĕмпех сăнланă.

Татьяна Архипова (Петрова) 1983 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Карăкçырма ялĕнче çуралнă. Шкула Карăкçырмаран çÿрекен Татьяна Петрован пултарулăхне Юрий Порфирьевич Архипов çийĕнчех асăрхать. Унпа тата ытти хăш-пĕр çамрăксемпе тăтăшах тренировкăсем ирттерме, вĕсене ăмăртусене хутшăнтарма пуçлать. Татьяна та районтан тухнă паллă спортсменсем пекех пулма тĕллев лартать. Тăрăшни сая каймасть. Спортри ăсталăх çулсерен ÿссех пырать. 2002 çулта республикăри тата çĕршыври ăмăртусенче Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Т.Петрова уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тума пуçланă. 2005 çулта Татьяна Европа чемпионки ятне тивĕçет. 2008 çулта Пекинри çуллахи XXIX Олимпиадăра лайăх результатсем кăтартать. Çак çулах вара «Чи лайăх спортсмен» ята тивĕçнĕ. 2009 çулта АПШри Лос-Анджелесра иртнĕ марафон чупăвĕнче Татьяна пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет. 2011 çулта вара Япони тĕп хулинче иртнĕ тĕнчери сумлă марафонра Татьяна Петрова иккĕмĕш вырăна тухнă. 2012 çулта XXX Олимп вăййисенче Т.Архипова бронза медаль çĕнсе илни пуриншĕн те пысăк савăнăç пулчĕ. Видеосюжетра çак чупăвăн фрагменчĕсене залра пухăннисен тепĕр хут курма тÿр килчĕ. Татьяна Архипова Кенипе Эфиопи спортсменкисемпе финиша юлашки вăй-халне пухса виççĕмĕш чупса çитнине залри халăх тăрса алă çупрĕ, чылайăшĕ куççуль кăлараймасăр чăтаймарĕ. Çак видеосюжета пăхнă май Татьяна Валерьевнăн хăйĕн те куçĕсем шывланчĕç, ахăртнех вăл çак марафонра тепĕр хут пулчĕ тейĕн.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин 2012 çулхи августăн 13-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, Лондонра 2012 çулта иртнĕ XXX Олимп вăййисенче çитĕнÿсем тунăшăн Татьяна Валерьевна Архиповăна, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерне, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденĕн II степеньлĕ медалĕпе наградăланă. Пултаруллă спортсменкăна Вăрмар район администрацийĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем те пысăк хак парса чысланă. Т.Архипова «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ. Çак кун пултаруллă спортсменкăна, ентеше Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Ю.Соколов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Спорт çурчĕн директорĕ С.Архипов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Ю.Архипов тренер, вĕрентÿ, культура ĕçченĕсем, шкул ачисем саламларĕç, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.

Татьяна Валерьевна хăйне ăшшăн кĕтсе илнишĕн пурне те чун-чĕререн тав турĕ. Хăйĕн ашшĕ-амăшне ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнăшăн тав турĕ, малашне те тăван район, республика чысне çÿле çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшасси çинчен каларĕ. Çамрăк ăрăва ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортра ÿсĕмсем тума ăнăçусем сунчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика