Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Росреестр СМС-пĕлтерÿсем яма пуçлать

13 февраля 2013 г.

2013 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ граждансене документсене патшалăх регистрацийĕ туни çинчен СМС-çыхăну урлă пĕлтерме пуçлать. Çавна май документсене патшалăх регистрацине тăратнă çынсенчен кашниех, енчен те вĕсем заявленире хăйсен мобиллĕ телефон номерне кăтартнă пулсан, документсене регистраци тунипе туманни çинчен СМС илсе пĕлме пултарать.

СМС-пĕлтерÿ хальлĕхе тест режимĕнче ĕçлет, паянхи кун унпа çыхăннă тĕрлĕ пулăмсене пăхса тухаççĕ, тĕрĕслеççĕ.

Малтанлăха çак пĕлтерÿсен калăпăшĕ пысăках пулмĕ, каярахпа вара вĕсен шучĕ ÿссех пырĕ. Кирек мĕнле çĕнĕлĕхĕн ĕçĕнче те малтанах çитменлĕхсем те пулма пултараççĕ, çавăнпа та граждансене кун пек чухне пире ăнланма ыйтатпăр.

СМС-пĕлтерÿ Чăваш Республикин пĕтĕм районĕсенче ĕçлеме пуçлать. Çакна пĕлсе тăмалла. СМС-пĕлтерÿсем яракан телефон номерĕ пĕр енлĕ çыхăнуллă пулать, çав номер çине каялла шăнкăравлама пулмасть. Телефон номерне (8-962-598-25-27) пурте куракан çĕре вырнаçтарăпăр, Интернетра та ăна шыраса тупма пулать.

Кĕскен СМС-пĕлтерÿ мĕнле ĕçлени çинчен каласа парас килет.

Енчен те сирĕн пата патшалăх регистрацине тăратнă документсем хатĕр пулни çинчен калакан СМС килчĕ пулсан, эсир асăннă документсене тепĕр кунне килсе илме пултаратăр.

Енчен те сирĕн патне документсене регистраци тунине вăхăтлăха чарса лартни çинчен пĕлтерни килчĕ пулсан, сирĕн регистраторăн шăнкăравне кĕтмелле, вăл документсенчи çитменлĕхсене епле пĕтермеллине ăнлантарса парĕ.

Енчен те СМСра документсене регистраци тăвайманни çинчен каланă пулсан, ку вăл харпăрлăх правине регистрацилеме е куçман пурлăхпа тĕрлĕ килĕшÿсем тума май çуккине пĕлтерет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика