Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 çул - чикĕ мар

21 ноября 2014 г.

Ноябрĕн 18-мĕшĕнче район тата Элпуç ял тăрăхĕн администрацийĕсен представителĕсем, ял çыннисем Перасковья Илларионовна Егорована 90 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă. Перасковья Илларионовна "Алдиаровский" совхозра бухгалтерта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсире нумай çул пулин те, вăл хăйĕн ỹсĕмне кура мар лайăх курăнать, пỹрт-çурта тирпейлесе тăрать, ал ĕç тăвать, лайăх курать тата илтет, шỹте юратать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Чайкин менелник çыннине РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне вуласа панă, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Василий Козловпа тата Татьяна Терентьевна специалистпа, тăванĕсемпе тата кỹршисемпе пĕрле юбиляра парне панă, Перасковья Илларионовнана 100 çулхи юбилее те çакнашкал ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме ырлăх-сывлăх суннă.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика