Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшулăхра ÿсĕм пулатех

22 ноября 2014 г.

Ачасен вĕренĕвĕпе кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ чи малтанах педагогсенчен килет. Вăхăтăн ытларах пайĕ шкултах иртет-çке. Вĕрентекенсем вĕсене малалла аталанма çул уçса параççĕ.

Вĕренÿ пахалăхĕ лайăх пултăр тесе тăрăшаççĕ Мăн Вылăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта. Çавăнпа та ачасен тавракурăмне аталантарма, ăс-хакăлне пуянлатма педагогсем тĕрлĕ кружок йĕркеленĕ. Каласа хăвармалла: кружоксем кунта темиçе çулах ĕçлеççĕ. Вĕренекенсем хăйсене кăмăла каякан предметсемпе ытларах интересленни вырăна çитсен паллă пулчĕ. Шкулти пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Ивановна Иванова паллаштарчĕ.

- Кружоксем ачасене вăл е ку предмета ытларах вĕренме хавхалантараççĕ. Вĕренекен физикăпа е математикăпа тăрăшса пĕлÿ илет пулсан, паллах, çак предметсен кружокĕсене çÿреме пуçлать, - терĕ Галина Ивановна.

Шкул хăйне евĕрлĕ аталану центрĕ шутланать. Çитĕнекен ăрăва халăхăн йăли-йĕркийĕпе, чĕлхипе, историйĕпе мĕн пĕчĕкрен паллаштарса пырсан вăл тăван халăха, киле, çĕр-шыва юратма тата хисеплеме вĕренет. Çакна тĕпе хурса Людмила Викторова педагог кĕçĕннисене валли «Азбука истоков» кружок йĕркеленĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем унта хаваспах çÿреççĕ. Çак кружок ачасене çемьери йăла-йĕркене те çирĕп тытса пыма пулăшать.

Акăлчан чĕлхине ертсе пыракан çамрăк учитель Татьяна Владимирова пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче ачасене «Megik English» кружока пухнă пулсан, кăçал вара ют чĕлхене килĕштерекенсем «Английский в стихах» кружока кăмăлласа çÿренине палăртмалла.

Кĕçĕн класра ăс пухакансене «Путешествие в Счисляндию» хăйĕн ытамне илет. Ăна Альбина Парамонова ертсе пырать. Математика предметне юратса вĕренекенсем тĕрлĕ задача шутланипе пĕрлех интереслĕ вăйăсем урлă «цифрăсен тĕнчипе» паллашаççĕ, çул çÿревре пулаççĕ.

Ачасене мĕн пĕчĕкрен ал ĕçне хăнăхтармаллине шута илсе кĕçĕн классемпе «Мастерок» кружок йĕркеленĕ. Елена Федорова пĕчĕккисене хутран тата картунран тĕрлĕ япала маçтăрлама хăнăхтарать. Вĕренекенсем хăйсен ал ĕçĕсене курава та тăратаççĕ, уявсенче çывăх çыннисене парнелеççĕ.

Феонида Ильина ертсе пыракан «Занимательная грамматика» кружок та вĕренекенсене интереслентерет. Кунта ачасем вырăс чĕлхипе ытларах туслашаççĕ, çĕннине ăша хываççĕ. Кружока çÿрени ачасене вĕренÿре пысăк пулăшу парать. Хушма пĕлÿ илме пуçланăранпа вĕсем уроксенче хастар пулнине те асăнчĕ Галина Иванова.

Педагог хăй те ахаль лармасть. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасемпе «Шевле» драма кружокĕ ертсе пынă пулсан, кăçал вăтам тата аслă классенче вĕренекенсене Галина Ивановна «Çамрăк хунав» кружокра сăвă-калав çырма хăнăхтарать. Ку енпе маттуррисем вара чăннипех те пур. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Ирина Крыловăпа Марина Федоровăн тата вун пĕрмĕшĕнчи Инесса Шашкинăн çырас пултарулăхĕ пысăк. Педагог вĕсене хавхалантарса пыма тăрăшать, район тата республика шайĕнчи конкурссене хутшăнтарать.

Шашкăпа шахмат вăййисене кăмăллакансемпе Геннадий Никандров ĕçлет.         Ÿсĕмсем те куç умĕнчех. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кружокăн активисчĕсем район шайĕнчи ăмăртăва хутшăннă. Валерия Михайловăпа Денис Васильев шашкăлла выляса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Шахмат вăййинче те Валерия Михайлова малтисен йышне лекнĕ. Çитĕнÿсем пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Геннадий Никандров юрра-ташша ăста ачасемпе ĕçлет. «Гитара» кружока çÿрекенсем пуçласа çак музыка инструменчĕпе калама хăнăхаççĕ.

Мăн Вылă шкулне кĕрсен стенасем çинчи илемлĕ ÿкерчĕксем пурне те хăйсен тыткăнне илеççĕ. Вĕсене пĕтĕмпех «Цветные миражи» кружока çÿрекенсем ÿкернĕ. Любовь Шашкина киçтĕкпе сăрă тытса ачасене ÿнер ăсталăхне алла илме пулăшать. Кашни уяв тĕлне ÿкерчĕксен куравне йĕркелесси те йăлара. Пултаруллисене хавхалантарма тăрăшаççĕ. Шкулта кашни вĕрентекен хăйĕн предмечĕпе кружок йĕркеленĕ. Светлана Березова педагогăн «Юный математик» кружокĕ цифрăсемпе ытларах туслашма хăнăхтарать.

Çут çанталăкăн тусĕсем опытсем тăваççĕ. Татьяна Терентьева çамрăк биологсене час-часах уçă сывлăша илсе тухать, тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Вĕренекенсем çак ĕçсене активлă хутшăнаççĕ.

Ачасен пултарулăхне аталантарма шкулта кружоксем йĕркелесе яни вĕренÿ пахалăхне те самях ÿстерет. Педагогсем тăрăшулăхра ÿсĕм пулнине тĕпе хураççĕ.

                       Вера МОРОЗОВА.

 

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика