Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейне тăван ялĕнчех курать

26 ноября 2014 г.

Ялтан çамрăксем тараççĕ тенине час-часах илтме пулать. Мăн Вылăра пурăнакан Станислав Порфирьева вара çĕр çынни тейĕн.- Ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан хулара тĕпленме шутламан та. Ача чухнех ял пурнăçне килĕштернĕ. Аттепе аннен эпĕ кĕçĕн ывăлĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ алла диплом илсен яла таврăнтăм, - каласа парать çамрăк.

Станислав Порфирьев ачаран техникăпа туслă. Ашшĕ ял хуçалăхĕнче ĕçленĕрен пĕчĕклех унпа пĕрле руль умне ларнă. Малтанах уйри ешĕл курăка траншейăна турттарнă, кĕркунне çапса тĕшĕленĕ тырра йĕтем çине çитернĕ. Çывăх çыннисемпе пĕрле юнашар ларса çÿресех транспортпа туслашнă Станислав.

Ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ тапхăрта С.Порфирьев практикăна тăван яла таврăнать. Ун чухне вара çамрăк каччă аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен документа алла тытсанах яла ĕçлеме килме тĕллев лартать.

- Ял пурнăçĕ çăмăл мар. Уйрăмах çу кунĕсенче канлĕхе çухататăн. Çĕр ĕçне, ялти пурнăçа кăмăлланни вăй-хăват панăн туйăнать, - хавхаланупа калаçать Станислав.

Çамрăк ашшĕ ятне те илтме ĕлкĕрнĕ-ха. Юля мăшăрĕпе пĕчĕк Димăна пăхса çитĕнтереççĕ. Телейлĕ мăшăр Мăн Вылăра тĕпленнĕ. Нумаях пулмасть Порфирьевсем çĕнĕ икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Кунта аслисен çеç мар, çамрăксен тÿпи те пысăк пулнине асăнмалла.

Ака-суха ĕçĕсенчен нихăçан та аякка пăрăнса юлмасть Станислав. Кăçалхи акара та, вырма ĕçĕсене пурнăçланă чухне те вăл çĕрне-кунне пĕлмесĕр тенĕ пек тăрăшнă. Шанса панă ĕçе вăхăтра тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнăскере пĕрле вăй хуракан юлташĕсем те ырăпа асăнаççĕ. Хăй вара ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Арçын сывă пурнăçа кăмăллать: чĕлĕм туртмасть, эрех ĕçмест. Пĕчĕклех техникăна кăмăлланăскер хăйне шанса панă транспорт юсавлăхне те тĕрĕслесех тăрать. «Тимĕр» юлташĕпе вăл тахçанах пĕр чĕлхе тупнă ĕнтĕ.

- Ялти пурнăç килĕшет. Мăшăр та кунта пурăнма куçнăшăн ÿкĕнмест. Хула шăв-шавне эпир кăмăлламастпăр, - сăмах хыççăн сăмах хушрĕ арçын.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшса ĕçлекен Станислав Порфирьев пĕр вырăнта лăпланса лармасть, уйрăмах хĕрÿ вăхăтра алă усмасть. Вăл ашшĕ пекех çирĕп чунлă. Константин Порфирьев та нумай çул хуçалăхра тăрăшать.

- Мĕн пĕчĕкрен аттепе пĕрле ĕçленĕрен йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмастăп. Утă пуçтармалла-и, симĕс апат-и, тырă-и - яланах унпа юнашар пулнă. Майĕпен аттене техникăна юсас ĕçре те пулăшу кÿме пуçларăм. Пурне те ăнланаттăм, ăша хываттăм. Халĕ мĕн вĕренни кирлĕ пулчĕ, - пĕр пытармасăр каласа парать водитель.

Тÿрех паллă, çамрăка ялта пурăнма килĕшет, ăна юратнă ĕçĕ çунат хушать. Куçĕсем çиçни, хăпартланса калаçни Станислав чăн-чăн ял çынни пулнине çирĕплетет.

С.Порфирьева мĕнле ĕç хушаççĕ, çавна çийĕнчех пурнăçлать, турткалашса тăмасть, хирĕç калаçмасть. Вăл кашни япалана чунпа тăвать.

- Ялăн пуласлăхĕ çамрăксенче тенипе килĕшетĕп. Нумайăшĕ хула пурнăçне кăмăлланăран е урăх сăлтавпа çуралса ÿснĕ кĕтесе таврăнасшăн мар. Тар тăкмасăр ÿсĕм тăваймăн. Хам алăпа ĕçлесе илнĕ çăкăр темрен паха, - тет çамрăк.

Унпа пĕр сăмахсăрах килĕшме пулать. Станиславăн умри тĕллевĕсем те пысăк. Ăна пурнăçа кĕртессишĕн сахал мар ĕçлемелле. Çакна аванах ăнланать ÿркенменскер.

Этемлĕхĕн чи паха енĕ - ĕçченлĕх. Станислав Порфирьев наянланса, кахалланса ларакан çынсенчен тĕлĕнет. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк çăмăл машинипе те çÿреме кăмăллать. Кахаллисен йышĕнче мар Мăн Вылă çамрăкĕ. Сывă пурнăç йĕрки те уншăн чи кирли. Чĕлĕм туртман, эрех ĕçмен арçын малашлăхне ялтах курнине пытармарĕ.

- Ялти çерçи выçă вилмест. Хуçалăхрах ĕçлĕп, - калаçăвне вĕçлерĕ çирĕмрен иртнĕ С.Порфирьев.

Вăл тăван кĕтесрен уйрăласшăн марри хавхалантарать паллах. Çĕр ĕçне чунпа парăннă çынсем пулни ялăн малашлăхĕ пуррине пĕлтерет.

Вера МОРОЗОВА.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика