Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă çурт та, тикĕс çул та кирлĕ

12 ноября 2014 г.

Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче республикăра строительство ĕç-хĕлне 25870,1 миллион тенкĕ укçа янă. «СУОР», СМУ-58», «СМУ-56», СУ-Инкост», СУ-20», «ГЭСстрой», «Монолитстрой», «СК «Центр» обществăсем тухăçлă ĕçленĕ. Вăтам ĕç укçи кăрлач-çурла уйăхĕсенче 23129,3 тенкĕпе танлашнă. Харпăр хăй продукцине туса кăларассипе «ЖБК №9», «ЖБК №2», «СУОР», «Чебоксарский», «ЧЗСМ», «НЗСМ», «Етĕрнери кирпĕч завочĕ» обществăсем малта пыраççĕ. «КЕТРА» завод 46,1 миллион кирпĕч туса кăларнă. Строительство ĕçĕ-хĕлĕ районта та анлă сарăлнă. «Раççей гражданинĕсене  - тивĕçлĕ те хăтлă çурт-йĕр» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăрлач-авăн уйăхĕсенче районта 11177 тăваткал метр пурăнмалли çурт хута кайнă. Авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакансене хăтлă кил-çуртпа тивĕçтермелли программа ăнăçлă пурнăçланса пыни куç кĕрет. Асăннă программăпа 24 хваттерлĕ виçĕ хутлă çурт çĕкленĕ. «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ» программăна пурнăçа кĕртме 4019,9 пин укçа уйăрнă. Патшалăх  5 гражданина 4019,6 пинлĕх, 4 çамрăк çемьепе специалиста 2619,9 пинлĕх пулăшу панă. Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнисене 5905,3 пин уйăрнă. Кăçал 6  тăлăх ачана çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç. 14-23 çулсенчи тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнисен кил-çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме  патшалăх 400 пинлĕх пулăшу панă. Хальлĕхе 1 çуртра капиталлă юсав ĕçĕ пурнăçланă. Пĕр вăрçă ветеранне пурăнмалли кил-çурт туянма свидетельство панă.

«Çамрăк çемьесене кил-çурт условийĕсене лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн районти 12 çамрăк çемье ипотека кредичĕ илнĕ. «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çуртпа тивĕçтересси» хушма программа та лайăх пурнăçланса пырать: 5 çамрăк çемьене свидетельство панă. Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе 57 çĕр участокĕ хатĕрленĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 51 çемье çĕр илме учетра тăрать, 30 нумай ачаллă çемьене çĕр панă та ĕнтĕ.

Район территорийĕнче вырăнти çулсене юсама 25648,5 пин тенкĕ укçа тăкакланнă, вăл шутра автоçулсене тытса тăма - 14287,2 пин, вĕсене юсама - 11361,3 пин тенкĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене юсама  9 уйăхра 20128,1 пин тенкĕ укçа пĕтнĕ. Ял тăрăхĕсен чиккисенчи автоçулсене 2117,2 пинлĕх юсанă.

Çул-йĕр организацийĕсем автоçулсене юсанă çĕрте 7 çаврăнмалли тата 17 транспорт чарăнмалли вырăн 4971,1 пин тенкĕлĕх тунă. Кашни ял тăрăхĕнчех грунт çулĕсене 5167,7 пинлĕх юсанă. Советски урамĕнчи 36Ÿ1-мĕш çурт, Гагарин урамĕнчи 37-мĕш çурт умĕсене 1032 тăваткал метр çинче юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн «Ача-пăча спорчĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн Элĕк шкулĕн спорт залне капиталлă юсав ĕçĕсем тума 838844 укçа уйăрнă. Юсав ĕçĕсене «МСО» Аликовская» организаци пурнăçланă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика