Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе юрă юнашар

12 февраля 2013 г.

Ĕçпе юрă юнашар

Е.Спиридонов

Районти художествăлла пултарулăх ушкăнĕсен фестивальне ирттермелли графикĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ шăмат кун Арапуçĕнчи информаципе культура центрĕнче те отчетпа курав концерчĕ пулчĕ.

Чи малтанах халăх умне Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев тухрĕ. Вăл 2012 çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Александр Геннадьевичăн калаçăвĕ электронлă презентаци кăтартăвĕпе пĕрле пычĕ. Хăнасен йышĕнче райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ А.Тихонов, культура пайĕн начальникĕ И.Дмитриева, юридици пайĕн начальникĕ Л.Степанов, экономика аталанăвĕпе промышленность, суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова, ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова, районти тĕп библиотека директорĕ Г.Алексеева, Вăрмарти культурăпа кану çурчĕн режиссерĕсем Г.Васильев, Т.Пичкова пулчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ А.Тихонов Вăрмар районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе концерт художествăлла пултарулăх коллективĕн хорĕпе пуçланчĕ. Хора Арапуç ял тăрăхĕн администрацийĕн, ялти культура çурчĕн, шкул, «Теремок» ача сачĕн ĕçченĕсем, ял çыннисем хутшăнчĕç.

Çавăн пекех мероприятире Р.Петрова ертсе пынипе «СТЕП» хореографи ташă ушкăнĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. «Теремок» ача сачĕн коллективĕн пултарулăхĕ те çулран çул ытларах та ытларах савăнтарса пырать. Кăçал ача сачĕн ĕçченĕсем «Карçинккара чечек нумай» чăваш халăх юррине шăрантарчĕç.

Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсен кăтартăвĕсем те тимлĕхсĕр юлмарĕç, вĕсен кулăшла сценкисем пурин кăмăлне те кайрĕç. Концерт программи тулли содержаниллĕ пулнипе, лайăх хатĕрленнипе палăрчĕ. Мероприятие хутшăнакансен йышĕ, репертуарĕ, пултарулăх шайĕ ÿсни курăнчĕ.

Халăхпа тулнă культура çурчĕн залĕ художествăлла пултарулăх коллективĕсене пысăк хак пачĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика