Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăха Раççей конкурсĕнче тĕрĕсленĕ

15 ноября 2014 г.

Раççей Федерацийĕн патшлăх символикине пĕлессипе Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республикăри тапхăрĕ иртрĕ. Кăçал асăннă конкурса 18 районпа 5 хуларан 120 ĕç тăратнă. Конкурсăн республикăри тапхăрĕнче çĕнтернисен йышĕнче Элĕк районĕнчи вĕренекенсем те пур. Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ илекен Александр Петухов «Декоративлă искусство» номинацире «Пирĕн символсенче - пирĕн вăй» ятпа хатĕрленĕ пуканесен композицийĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă. Çак вĕренÿ учрежденийĕнчех ăс пухакан Анастасия Григорьева та асăннă номинацире панно хатĕрлесе çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Мăн Вылă шкулĕнчи Ирина Крылова «Литература пултарулăхĕ» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тенири Станислав Чернов çÿлерех асăннă номинацире виççĕмĕш пулнă. Лайăх ĕçсене Мускава Пĕтĕм Раççейри конкурсăн пĕтĕмлетÿ тапхăрне ярса параççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика