Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсен куне паллă тунă («Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

29 октября 2014 г.

Раштавăн 3- мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ. Хевтесĕррисен паллă кунĕ çитичен вăхăчĕ самаях пурха. Апла пулин те çак уява тивĕçлипе кĕтсе илессипе ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин райрнти организацийĕн ертÿçи Геннадий Демидов пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе обществăн пĕрлĕхлĕ плане туса хатĕрленĕ, пуçламăш организацисем те хăйсен меропритятийĕсене çирĕплетнĕ.

         Хăйсен уявне пуринчен малтан Тавăт ял тăрăхĕнчи пуçламăш организации йĕркеленĕ. Тĕл пулу питех те интереслĕ, савăнăçлă иртнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев пурне те çывхарса килекен уяв ячĕпе ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх,вăрăм кун – çул, телей суннă. Медицина ĕçченĕсем хевтесĕррисене нихăçан та пĕччен хăвармаççĕ, май килнĕ таран пулăшсах тăраççĕ. Çак тĕл пулура та сывлăх ĕçченĕсем инвалидсене медицина пулăшĕвĕпе яланах тивĕçтересси çинчен шантарса пĕлтернĕ. Культура ĕçченĕсе хаваслă концерт кăтартнă.

         Çакна та палăртмала: инвалидсене куллен пулăшса пырассипе, вĕсен сывлăхне сыхлассипк ВОИн вырăнти организацийĕн ертÿçи Антонина Скворцова питех те пуçаруллă. Ку ырă та пархатарлă ĕçре Тавăт ял администрацийĕ те яланах активлă.

         Çакнашкал хаваслă, чуна пырса тивмелле мероприятисем кашни ял тăрăхĕнчех иртеççĕ.

                                                                                        

                                                                                                                                                                                                                                                    В.Геннадьев

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика