Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта хĕлĕн-çăвĕн ĕç вĕрет

14 ноября 2014 г.

Кунта хĕлĕн-çăвĕн ĕç вĕрет

Иртнĕ эрнере Вăрмар район тăрăхне ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Кузьмин ĕçлĕ çул-çÿревпе килнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа пĕрле «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин ĕç-хĕлĕпе паллашнă.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО районти чи пысăк предприятисенчен пĕри. Унăн тĕп ĕçĕ - кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси. Ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики линдовской ăратлă хурсене, «Конкурент-3» ăратлă чăх-чĕп аш-какайне, «Белая широкогрудная» кăркка ăратне ĕрчетессипе ăнăçлăн ĕçлесе пырать. «Кам ытларах ĕçлет, çав ытларах илет» тенĕ пек пурĕ хуçалăхра 123870 кайăк-кĕшĕк пуçĕ, пĕлтĕрхи тапхăртипе танлаштарсан ку 11,8 процент ытларах. Кăçалхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ял хуçалăх продукцине 43 млн та 904 пин тенкĕлĕх вырнаçтарнă, 1 млн та 149 пин çăмарта сутăннă, 3982 центнер аш-какай туса илнĕ. Унсăр пуçне кайăк-кĕшĕк фабрики пирĕн район халăхне аш-какайпа тивĕçтерет. Предприятинче паянхи кун 118 çын тăрăшать.

Кайăк-кĕшĕк ĕрчетнисĕр пуçне «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО тĕрлĕ ял хуçалăх культурисем те çитĕнтерет. Яваплă çынсем фабрика цехĕсенче пулса курнă. Кунта производствăн тулли циклĕ: чăх-чĕп кăлармалли инкубаторсем, кайăк-кĕшĕке ÿстермелли тата усрамалли корпуссем.

Çавăн пекех фабрика территорийĕнче хутăш апат (комбикорм) тумалли, кайăк-кĕшĕке пусса тирпейлемелли, хатĕр продукцие упрамалли цехсем пур, урăхла каласан кал-кал ĕçлесе аталанма майсем çителĕклĕ. Кайăк-кĕшĕк фабрикин ертÿçи Н.Петров каланă тăрăх, кунта туса илекен продукцие районти халăх кăна мар, ытти районсемпе регионсем те ырлаççĕ, килсе туянаççĕ. Çак продукци пахалăхĕпе тата тутлăхĕпе уйрăлса тăрать, экологи тĕлĕшĕнчен те питĕ усăллă та таса. Уйрăмах çуркуннепе çу кунĕсем çывхарса килнĕ чухне кунта автомашинăсем йышлă, черет тăрсах чăх-чĕп, хур чĕпписем, кăрккасем туянаççĕ.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО туса кăларакан продукци пирĕн район çыннисемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар çак фабрика кашни çулах тĕрлĕ наградăсем илет. «Çакăн йышши предприятисем хамăр район территорийĕнче ĕçлесен пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ - экономикăна малалла аталантарма пулăшаççĕ, ĕç вырăнĕсем те туса параççĕ. Лавкка сентрисем çинче те хамăр туса илекен продукци пулсан куçа савăнтарать, ăна черет тăрса илни пушшех те», - палăртнă Константин Владимирович. Çул-çÿреве вĕçленĕ май ĕçлĕ ушкăн предприяти коллективĕпе тĕл пулнă. «Йывăрлăхсем çине пăхмасăрах предприяти пĕр тикĕс ĕçлесе пырать.

Çак фермăра мĕн пур тăрăшакана вĕсен пархатарлă ĕçĕсемшĕн, ырми-канми вăй хунăшăн пысăк тав сăмахĕ каламалла», - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне Анатолий Иванович. Çавăн пекех кайăк-кĕшĕк фабрикин малашлăх аталанăвĕ пирки те калаçнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика