Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

11 ноября 2014 г.

Иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

“Единая Россия” партин Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унта суйланă 46 делегатран 37-шĕ хутшăнчĕ. “Единая Россия” партин Гимнĕ янăранă хыççăн делегатсем конференци председателĕпе секретарьне, 3 çынран президиум, мандат тата шутлав комиссийĕсене суйларĕç, кун йĕркине çирĕплетрĕç. Мандатпа шутлав комиссийĕсен доклачĕсене вĕсен председателĕсем Н. И. Васильевпа В. В. Долгов турĕç. “Единая Россия” партин Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн 2013 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса 2014 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнчи тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ, асăннă партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ А. В. Шестаков каласа пачĕ. Андрей Владимирович палăртнă тăрăх, парти членĕсем районти пуçламăш 27 организацире 717-ĕн шутланаççĕ. Вĕсен йышне юлашки тапхăрта кăна 20-ĕн хутшăннă. Трак, Поселок, Яманак тата Кĕçĕн Шетмĕ пуçламăш организацийĕсем уйрăмах пуçаруллă вăй хураççĕ. Секретарь умра тăракан задачăсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пренире контрольпе ревизи комиссийĕн председателĕ А. Н. Лебедев тата район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев тухса каларĕç. Конференци сỹтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ йышăну турĕ. Делегатсем, вăрттăн сасăласа, вырăнти политканаш йышне улшăнусем кĕртрĕç. Уççăн сасăласа, “Единая Россия” партин Чăваш Енри уйрăмĕн кăçалхи чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртекен ХХI конференцине кайма политканаш секретарьне Андрей Владимирович Шестакова делегата суйларĕç. Çавăн пекех виçĕ çынна парти билечĕ пачĕç. Конференцине “Единая Россия” партин Чăваш Енри уйрăмĕн контрольпе ревизи комиссийĕн членĕ В. П. Николаев, уйрăм представителĕ Л. Ю. Лазуркина тата “Единая Российăн çамрăк гвардийĕн” республикăри штабĕн начальникĕ С. О. Трофимов хутшăнчĕç. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика