Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченĕсене чысларĕç

28 октября 2014 г.

Трак енре Ял хуçалăх тата тирпейлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче, эрне кун паллă турĕç. Красноармейски ял тăрăхĕ хушшинчи информаципе культура центрне ял хуçалăх таварĕсем туса илекен организацисен ертỹçисемпе специалисчĕсем, фермерсем, производствăра малта пыракансем, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. АПК ветеранĕсене малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков йышăнчĕ, унтан вĕсем Красноармейскинчи историпе тавра пĕлỹ халăх музейĕнче экскурсире пулчĕç. Информаципе культура центрĕ умĕнче “Таябинка” Агрофирма” ООО ĕçченĕсем вăрлăхлăх çĕр улмипе сутă турĕç, сорта кура пĕр килограмшăн 8 - 20 тенкĕ ыйтрĕç. Фойере вара ял тăрăхĕсен “Кĕркунне парнисем” куравĕ ĕçлерĕ: мĕн кăна çукчĕ-ши унта? Уява культура ĕçченĕсем Л. Игнатьевапа Н. Никоноров уçса ятарлă сценарипе йĕркелесе пычĕç. Ял ĕçченĕсене ветерансемпе шкул ачисен ушкăнĕсем юрă-сăвăпа саламларĕç. “Алран кайми аки-сухи” юрă тата район Гимнĕ янăранă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне-ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникне С. Молоткова сăмах пачĕç. Сергей Львович районти ял ĕçченĕсен кăçалхи 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ (вĕсем пирки район хаçачĕн иртнĕ номерĕнче те каласа панăччĕ вăл — АВТ.). Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков та уй-хирпе ферма ĕçченĕсене ăшшăн ыр сунчĕ. Андрей Владимирович вĕсем патне хамăр ентешĕн — Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, “Чăваш бройлерĕ” УАО генеральнăй директорĕн В. Николаевăн саламне те çитерчĕ. Унтан чыслав пуçланчĕ. Районти комбайнерсен тупăшăвĕнче “Таябинка” Агрофирма” ОООри А. Петров, АСRОS-530 комбайнпа 32020 центнер тырă тĕшĕлесе, мала тухнă. Александр Петровича “Вырма-2014 чемпионĕ” хăюпа тата дипломпа чысларĕç. Ку хуçалăхри Е. Николаева тĕп агроном вара “Чемпион уй-хир ăсти-2014” хăюпа диплома тивĕçрĕ. Кăçалхи 9 уйăхри экономика ăмăртăвĕн итогĕсемпе 1—3-мĕш вырăнсене “Таябинка” Агрофирма”, “Красное Сормово”, “ВОЛИТ” ОООсем (ертỹçисем — А. П. Афанасьев, Т. Н. Иванова, Т. Г. Петрова) йышăннă, вĕсене дипломсемпе укçан премисем пачĕç. Тĕрлĕ номинацисенче — производствăна техника тĕлĕшĕнчен çĕнетнĕ çĕре чи пысăк тỹпе хывнăшăн — “Таябинка” Агрофирма”, выльăх-чĕрлĕх енĕпе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕшĕн — “ВОЛИТ”, сĕт туса илес çĕрти чи пысăк тỹпешĕн “Красное Сормово” ОООсене дипломсемпе тата укçан премисемпе чысларĕç. Выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле юсаса çитерес, обществăлла выльăх валли апат хатĕрлес тĕлĕшпе ирттернĕ ик уйăхлăх итогĕсемпе малти 3 вырăна “Красное Сормово”, “ВОЛИТ” тата “Караево” ОООсем тивĕçнĕ, вĕсене те дипломсемпе укçан премисем пачĕç. Техникăна хĕл каçарма вырнаçтарса лартас енĕпе пынă смотр-конкурсра “Таябинка” агрофирма, “Красное Сормово” ООО тата А. Игнатьев ХФХĕ, 169—166—131 балл пухса, çĕнтернĕ, дипломсемпе укçан премисене тивĕçнĕ. Уявра уйрăм чылай хастара та чысларĕç. Районăн агропромышленноç комплексне аталантарас ĕçе сумлă тỹпе хывнăшăн “Таябинка” агрофирмăри Ф. Яковлев трактористпа В. Платонов ХФХĕнчи В. Абрамова тĕрлĕ ĕç тăвакан — район администрацийĕн Хисеп грамотине, “Таябинка” агрофирмăри В. Иванов тракторист, В. Платонов ХФХĕнчи В. Иванов механизаторпа С. Васильева тĕрлĕ ĕç тăвакан, А. Степанов ХФХĕнчи машинăпа ĕне сăвакан Г. Степанова оператор, “Зорька” ял хуçалăх потребитель кооперативĕн председателĕ С. Капитонова, Красноармейски ял тăрăхĕ хушшинчи информаципе культура центрĕн видеооператорĕ Ю. Васильев — район администрацийĕн Тавне, “Таябинка” агрофирмăри гараж заведующийĕ Ю. Васильев, тракторисчĕсем — О. Васильев, В. Владимиров тата О. Чернов, водителĕсем В. Владимировпа Ю. Федоров, кладовщикĕ Л. Андреева, сысна комплексĕн операторĕсем — Н. Михайлова, А. Скворцова тата И. Павлова, В. Антонов слесарь-юсавçă, “Караево” ООО водителĕсем В. Пименовпа М. Кириллов, тракторисчĕ В. Александров, машинăпа ĕне сăвакан Ф. Степанова оператор — район администрацийĕн Тав çырăвне, “ВОЛИТ” ООО генеральнăй директорĕн çумĕ В. Петров, кунти Ю. Николаева бухгалтер, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Г. Матвеев “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Уявра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Ю. Поповăн Трак ен ĕçченĕсем патне янă саламлă телеграммине те вуласа пачĕç. Юрий Алексеевич вĕсене, çав шутрах АПК ветеранĕсене те, ăшшăн саламланă май, ял хуçалăх производствине малалла аталантарас ĕçре ăнăçусем сунать. Уява Чăваш Республикин конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ А. Елисеева та хутшăнчĕ. Алина Юрьевна “Россельхозбанк” АОн Чăваш Енри уйрăмĕн Красноармейски ялĕнчи хушма офисĕн управляющине А. Муравьева “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ” хисеплĕ ята тивĕçнине çирĕплетекен паллă, “Красное Сормово” ООО директорне С. Иванова тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи хушма уйрăм хуçалăх пуçлăхне Н. Семенова — ЧР Ял хуçалăх министерствин, “Таябинка” Агрофирма” ОООн тĕп агрономне Е. Николаевана ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине пачĕ. Трак енри ял ĕçченĕсене çавăн пекех Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркелỹсен ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев (Станислав Андреевич ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт специалистне В. Васильева Хисеп грамотипе чысларĕ) тата Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх председателĕ А. Львов ыр сунчĕç. “Россельхозцентрăн” Чăваш Енри филиалĕн пай начальникĕ Е. Соколова “Таябинка” агрофирма директорне А. Афанасьева тата кунти Е. Николаева тĕп агронома асăннă ведомствăн Хисеп грамотипе тата парнепе — ỹкерчĕкпе — чысларĕ. Чыславсем татах та пулчĕç. Юлашкинчен уява пуçтарăннисем информаципе культура центрĕ çумĕнчи халăх музыкин “Хавал” ансамблĕн концертне пăхса савăнчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика