Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Мăнтăрта фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ

18 октября 2014 г.

Кашни уйăхра халăхпа пĕрле тĕл пулса çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе республикăра Пĕрлехи информаци кунĕсем иртеççĕ.

Октябрĕн 15-мĕшĕнче пирĕн района та Шупашкартан ĕçлĕ ушкăн килсе çитнĕ: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акконд» АУО генеральнăй директорĕ В.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Федераллă патшалăх статистика службин Территори органĕн ертÿçин заместителĕ Л.Егорова, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль пайĕн начальникĕ М.Федотов пулнă. Пĕрлехи информаци кунĕн темисем: «Чăваш Республикинчи бюджет политикин 2015 тата çитес 2016-2017 çулсенчи тĕп çул-йĕрĕсем»* «Раççей - спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери V форум иртнин пĕтĕмлетĕвĕсем* «Тавралăха тирпей-илем кĕртес тата яллă вырăнсенчи çул-йĕрсене тирпейлес ĕçсене йĕркелесси». Çавăн пекех информаци кунĕнче Чăваш Республикинчи çул-йĕрсем çинче кăçалхи 9 уйăхра пулса иртнĕ аварисен сăлтавĕсене сÿтсе яврĕç, унсăр пуçне 2014-2015 çулсенче кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар тухас хăрушлăха сирсе ярас ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕç.

Йăлана пăсмасăр район администрацийĕнче Пĕчĕк Енккасси ялĕнчи А.Григорьева иккĕмĕш ачашăн тата Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Т.Николаева виççĕмĕш ача çуратнăшăн амăшĕн ?çемье% капиталĕн сертификатне илчĕç. «Акконд» АУО генеральнăй директорĕ В.Иванов сертификат илнĕ çамрăк аннесене пылак парнесем парса савăнтарчĕ. Информаци ушкăнĕн членĕсем ĕçлĕ çул-çÿревпе Аслă Чак ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пулчĕç. Сăлтавĕ те пур - сап-сарă хĕвел пек çутатса ларакан çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ?ФАП% хăйĕн алăкне ял çынни валли яр уçса ячĕ. Çак пулăма ял халăхĕ чăтăмсăррăн кĕтнĕ, октябрĕн 15-мĕшĕнче вара чаплă лару-тăрура хĕрлĕ хăю касрĕç. Саламлă сăмахсемпе ялта пурăнакансем умĕнче Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акконд» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов тухса сывлăх сунчĕç, нумайрах ача çуратмалли çинчен, ялти пурнăç вĕсенчен килни çинчен каларĕç, унтан медицина учрежденин çĕнĕ алăк урати урлă каçрĕç. Кунта чăннипех те хăтлă, ăшă, çутă та таса. Шап-шурă халат тăхăннă А.Линга медицина сестрипе З.Андреева санитарка хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кунта ĕçлекенсен чи пĕчĕккинчен пуçласа чи ваттишĕн яваплă пулмалла халь, кирек мĕн пулса тухсан та: хырăм ыратса каять-и, юн пусăмĕ хăпарса каять-и, ÿслĕк ерет-и - пурте кунта васкĕç. Ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ, паллах, ватă çынсем, кашнин валли ăшă сăмах тупма пĕлес пулать, вĕсемпе уйрăмах тимлĕ пулма тивет. Фельдшерпа акушер пункчĕ паян тесен паян чирлисене йышăнма хатĕр, эмелсемпе пĕтĕмпех тивĕçтернĕ, оборудовани, сĕтел-пукан та пур. Кунта прививкăсем тутарма пулать, халăх ытларах капельница ларттармалли пирки каларĕ, çавăнпа та вĕсем кăмăлне тивĕçтермеллех, унсăр пуçне диспансеризаци, медосмотр тата ытти процедурăсене тăваççĕ. Çĕнĕ Мăнтăрта пурĕ 176 кил, вĕсенче 402 çын пурăнать. Малашне сыватмăш Кивĕ Мăнтăр тата Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан çынсене йышăнать. Кунта килнисем савăнăçне пытараймарĕç, халĕ районти тĕп больницăна çÿремесĕрех медицина пулăшăвне илме май пурришĕн хĕпĕртерĕç, ку ял çыннин вăхăтне те, укçи-тенкине те перекетлет. Ялта пурăнакана мĕн кирлĕ/ Лавкка, почта, клуб, библиотека, медицина пункчĕ пулсан вара савăнмаллипех савăнать, çакна вĕсем тĕлĕкре те курман пулĕ. Ялта газ кĕртнĕ, шыв, свет, çул пур. Аслă Чак ял тăрăхне яваплă çынсем килнĕ май, ял халăхĕ ытти хумхантаракан ыйтусемпе те паллаштарчĕ вĕсене: кĕпер тумалли, шыв сахалтарах, свет енчен япăхрах пулни çинчен пĕлтерчĕç.

Çĕнĕ Мăнтăрти фельдшерпа акушер пунктне хута яма 3 млн та 100 пин тенкĕ тухса кайнă, çав шутра республика бюджетĕнчен 2 млн та 800 пин тенкĕ, Аслă Чак ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 300 пин тенкĕ уйăрнă. Ял тăрăхĕн укçи-тенкипе тирпей-илем кĕртнĕ: картасене тытнă, тротуар тунă, тулашри шыв, газ пăрăхĕсене, канализаци илсе пынă. Ĕçсене туса пыракан подрядчикĕ Шупашкарти «Мастер» тулли мар яваплă общество пулнă.

Район администрацийĕн тĕп тĕллевĕ - çынсен сывлăхне упрасси, пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтересси, çак ĕç кирлĕ шайра пулса пырать.

Малалла ĕçлĕ ушкăн Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пурнăçĕпе паллашрĕ. Вĕренÿ пÿлĕмĕсене кĕрсе курчĕç, вĕрентекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç, курнипе кăмăллă юлчĕç.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акконд» АУО генеральнăй директорĕ В.Иванов Шăхаль ял тăрăхĕнче пулнă. Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕпе информаци кунĕн темисемпе паллаштарнă. Уйрăмах Чăваш Енре «Раççей - спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ иртни çинче чарăнса тăнă. Çавна май, пирĕн республикăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин ĕçлĕ визитпа килнĕ. Форума тĕнчери 20 çĕршывран тата РФ 81 субьекчĕн çыннисем килнĕ. Мероприятие хутшăннă аккредитациленĕ çынсем 2767-ĕн пулнă. Çавăн пекех 18 ĕçлĕ мероприяти, спортпа педагогика общественноçĕ валли 8 мастер-класс, «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» нормативне пурнăçламалли, утакансен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ иртнĕ. Хуласемпе районсенче тасалăха упраса хăварас тĕлĕшпе санитарипе экологи енĕпе кĕрхи уйăхлăх иртет. Мероприятисем ирттерме пуçланăранпа Вăрмар районĕнче 32 çÿп-çап куписене пĕтернĕ, экологи акцийĕсемпе 29 субботник ирттернĕ. Пурĕ район территорийĕнче 6760 йывăç, 4000 ытла тĕм, унсăр пуçне Кĕлкеш ялĕнче автомобиллĕ çул хĕррипе 5000 ытла хунав лартса хăварнă. Кун йĕркинчи, кулленхи пурнăçра тĕл пулакан ытти ыйтусене те сÿтсе явнă. Çавăн пекех вĕсем поселокри 145 ача вырнаçмалăх ача-пăча садĕнче пулнă, унта вĕçленсе пыракан ĕçсемпе паллашнă.

Тикаш ял тăрăхне ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин Министерствин надзорпа вĕрентÿ сферинчи контроль пайĕн начальникĕ М.Федотов тата райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов çитсе курнă. Тĕл пулу Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта иртрĕ, кунти коллективпа кун йĕркинче тăракан ыйтусемпе тата халăха хумхантаракан ыйтусемпе ĕçлерĕç. Ытларах ыйтусем ял тăрăхĕнче пурăнакансене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе, «Урмары-Тегешево-Козыльяры» автоçула тĕплĕ юсассипе çыхăннă. Унсăр пуçне вĕсем ялти библиотекăра та пулнă, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, кунта çырăнса илекен хаçат-журналсемпе паллашнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, райадминистрацин йĕркелÿпе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов Кĕтеснер ял тăрăхĕнче шкул коллективĕпе тĕл пулса вĕсене хумхантаракан ыйтусем çинче чарăнса тăнă, информаципе культура центрĕнче туса ирттернĕ юсав ĕçĕсемпе паллашнă, библиотекăна кĕрсе курнă.

Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăнсем Мăнçырмапа Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç, кунта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçусем ирттерчĕç, халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика