БУ "Спортивная школа по конному спорту" Минспорта ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша спортне ытларах хĕрсем кăмăллаҫҫĕ

11 октября 2014 г.

Лаша спортне ытларах хĕрсем кăмăллаҫҫĕ

Лаша спортне ытларах хĕрсем кăмăллаççĕ
 

Ĕнер Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн программипе килĕшÿллĕн Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче тăрăллă манежа савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков тата ыттисем хутшăнчĕç.

«Спорта юратакансем валли паха тепĕр объект хута кайрĕ. Лаша спортне суйлакансенчен малашне пысăк çитĕнÿсем кĕтетпĕр. Виталий Муткопа паян эпир спортсменсене лашасемпе ытларах тивĕçтересси пирки калаçрăмăр. Чаплă урхамахсемпе пысăк ăмăртусенче çĕнтерессе, сирĕн хушăртан чемпионсем тухасса шанатпăр. Çитĕнÿ вара лашаран кăна килмест, хăвăрăн та вăй хумалла, кĕлетке-çурăма пиçĕхтермелле. Лашасене юратмалла, вĕсен кăмăлне туйма, сисме вĕренмелле. Лаша спортне суйланă ачасене, çамрăксене, вĕсен ашшĕ-амăшне тав тăватăп, пысăк ăнăçусем сунатăп»,- терĕ пухăннисене саламланă май Михаил Игнатьев.

«Хаклă туссем, ĕçтешсем! Сире савăнăçлă çак пулăмпа саламлатăп! Эпĕ сирĕн патăрта икĕ çул каялла пулнăччĕ, ачасем çулталăкĕпех спортăн çак тĕсĕпе тренировкăсем ирттерме пултарччăр тесе тăрăллă манеж тума шантарнăччĕ. Савăнăçлă çак пулăма кĕтсе илтĕмĕр паян. Халĕ паха çак шкул Раççейĕн пĕрлештернĕ команди валли кандидатсем хатĕрлеме пуçлĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен кунта 60 ача ытларах пĕлÿ илме тытăнчĕ. Раççейĕн кашни кĕтесĕнчех спортăн тĕрлĕ тĕсне алла илме май пурри савăнтарать. Хитре çак спорта суйланă спортсменсене ăнăçусем сунатăп. Республика Пуçлăхне, Правительствине вара спорта аталантарма нумай вăй хунăшăн тав тăватăп. Эпир пĕрле пысăк çитĕнÿсем тăватпăр. Малашне те çĕнĕ спорт об±екчĕсене хута ярăпăр. Республика спорт центрĕ пулса тăрĕ»,- шухăшне палăртрĕ Виталий Мутко. Пысăк хăнасене лаша спорт шкулĕнче вĕренекенсем, паллă спортсменсем /разрядниксем/ хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн хăнасем спорт шкулĕнчи тренировкăсем ирттермелли пÿлĕмсене, ут хатĕрĕсем сутакан лавккана кĕрсе курчĕç. «Эпир Шупашкартан Çĕнĕ Шупашкара 2011 çулта куçса килтĕмĕр. Малтанах лашасене усрамалли 3 вите хута янăччĕ. Кăçал вара администраци çуртне тата манеж туса пĕтертĕмĕр. Шкулта халĕ 21 çын ĕçлет. Эпир республикăри кăна мар, тĕрлĕ регионта иртекен ăмăртусене хутшăнатпăр. Вĕсенчен яланах çĕнтерÿпе таврăнатпăр. Паян пирĕн шкулта пурĕ 54 лаша. Пирĕн патăмăра ачасем 10 çултан çÿреме пуçлаççĕ. Пултаруллăраххисене хушăран 9 çултанах илетпĕр. Кунта вĕсем 18 çул тултариччен тÿлевсĕрех вĕренеççĕ. Паянхи куна спорт шкулĕнче 169 ача ăсталăха туптать. Вĕсем Çĕнĕ Шупашкартан кăна мар, Шупашкартан та, Шупашкар районĕнчен те килсе çÿреççĕ. Пытармастăп, лаша спортне ытларах хĕр ачасем кăмăллаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан, лашана юратакан аслă ăрури çынсем валли ятарлă ушкăн тунă. Вĕсене эрнере икĕ хут ут утланса ярăнма ирĕк паратпăр»,- паллаштарчĕ лаша спорт шкулĕн директорĕ Валерий Краснов. Эпир те спортăн илемлĕ çак тĕсне суйланă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Роза ВЛАСОВА.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429958, Чувашская Республика, г. Новочебоксарск, ул Советская, 48
Телефон: 76-26-13, 76-26-14 76-26-13
Факс: 76-26-14
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика