Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОНТА: ĕнер, паян, ыран

06 февраля 2013 г.

Вăтамран 500 тенкĕ ÿснĕ

Райхаçатăн иртнĕ номерĕнче февралĕн 1-мĕшĕнчен пенсисем 6,6 процент ÿснĕ пирки пĕлтернĕччĕ.

Пенси фончĕн районти управленийĕ редакцие хушма хыпар çитерчĕ. Муркаш районĕнче 9024 пенсионерăн пенси ÿснĕ. Вăтамран ĕç пенсийĕсем 500 тенкĕ хăпарнă, 7928 тенкĕпе танлашнă.

Ĕç пенсийĕсене районти пенсионерсен 91 проценчĕ илсе тăрать.

Иртнĕ эрне кун пирĕн районта нумай функциллĕ центрсене (МФЦ) патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем парас енĕпе аталантарас ыйтупа канашлу иртнĕ. Ăна ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Любовь Шемарина ертсе пынă. Канашлăва район администрацийĕсен информаципе тивĕçтерекен пайĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Вĕсем пирĕн районти нумай функциллĕ центра çитсе курнă. Вăл иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче хута кайнă. Кунта юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Сервер оборудованийĕ, офис техники, кирлĕ программăсем туяннă.

Кĕçех районти МФЦ тест режимĕпе граждансене йышăнма пуçлать. Çавăн чухне вĕсем «пĕр чÿрече» принципĕпе чиновниксен пÿлĕмĕсем тăрăх çÿремесĕрех çĕре арендăна илес, çĕре сутас-туянас, çĕр лаптăкĕн тĕллевне улăштарас енĕпе документсем хатĕрлеме пултарĕç.

Малашне çакăн йышши çăмăллăхсен хисепĕ татах ÿсмелле.

Пĕтĕмлетÿ пухăвĕ иртрĕ

Черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕн пĕрремĕш уйăхĕ хыçа юлнă май районти ĕç коллективĕсенче иртнĕ çула пĕтĕмлетсе пĕрлехи пухусем ирттересси вăй илет. Çакăн евĕр пĕрремĕш пуху иртнĕ эрне кун, нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцире пулчĕ. Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен тĕп доклада станци ертÿçин çумĕ Л. Бояринова турĕ. Станцин финанс ĕçĕ-хĕлĕн пурнăçĕпе пухăннисене Н. Николаева тĕп бухгалтер паллаштарчĕ. Ĕçтешĕсем умĕнче умри тĕллевсем çинче выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ертÿçи Н. Яковлев чарăнса тăчĕ. Докладсене сÿтсе явнă çĕрте ялсенчи ветеринари участокĕсен заведующийĕсем активлă пулчĕç.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

Ĕçлĕ çынсен витĕмĕ ÿсет

Районти пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Юлашки çулсенче Муркаш ен пурнăçĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕ курăмлă вырăн йышăнма пуçларĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ районта «Районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕ 2013 – 2020 çулсенче» программа йышăннă. Унăн тĕллевĕ – районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна çирĕп аталанма условисем туса парасси. Ăна валли патшалăх пулăшăвĕн эффективлă механизмĕпе çителĕклĕ усă курмалла.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пĕчĕк тата вăтам предприятисем 135, уйрăм предпринимательсем 795, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 113 шутланнă. Районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательство тытăмĕнче 2515 çын вăй хунă. Çакă вăл районти ĕçлекенсен пĕтĕм хисепĕн 25 проценчĕ пулать. Çĕнĕ программа пулăшăвĕпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕ 2020 çул тĕлне самай ÿсессе шанма пулать.

Ялти шкул хаçачĕ

Иртнĕ кунсенче Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкула «Наци радиовĕпе» «Тантăш» хаçат журналисчĕсем кунта кăларса тăракан «Шкул тапхăрĕ» шкул хаçачĕн çамрăк корреспонденчĕсемпе паллашма килсе кайнă. Çакă ăнсăртран та мар. Асăннă хаçат Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçатпа хула администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ тата ачасемпе çамрăксен пултарулăх аталанăвĕн центрĕ йĕркеленĕ шкул хаçачĕсен «Шкул-пресс-2013» конкурсра палăрнă. Ăна конкурс йĕркелÿçисем «Ялти шкулăн чи лайăх хаçачĕ» тесе йышăннă.

Тĕл пулура шкулти корреспондентсем журналист ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашнă.

А. ТИХОНОВ, А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика