Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информаци кунĕнче - çивĕч ыйтусем

20 сентября 2014 г.

Авăн уйăхĕн вун çиччĕмĕшĕнче Чăваш Республикинче, вăл шутра Элĕк районĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» 5-мĕш спорт форумне ирттерессипе пыракан хатĕрленÿ ĕçĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне тата сывлăха çирĕплетмелли хушма мерăсем çинчен» указне пурнăçа кĕртесси* ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем, пушар хăрушсăрлăхĕ.

Чăваш Республикин çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пулчĕç. Чи малтанах вĕсем вăтам шкул коллективĕпе курса калаçрĕç. Анатолий Иванович пухăннисене юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен спорт форумне хатĕрленес ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. «Асăннă форум - Раççейре те, ун тулашĕнче те чи пысăк та сумлă спорт тата ĕçлĕ мероприяти. Вăл спорт аталанăвĕн стратегине палăртать. Раççей Правительстви Шупашкарта форум ирттерме палăртни пире шаннине çирĕплетет. Чăваш Енре физкультурăпа спорт эффективлă аталанса пынине палăртать. Юлашки çулсенче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрать», - палăртрĕ Чăваш Республикин çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ял хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. «Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса пĕтернĕ. Вăтам тухăç гектартан 22,1 центнерпа танлашать. «Иккĕмĕш çăкăра» 400 гектара яхăн лаптăк çинчен пуçтарнă», - терĕ Александр Николаевич.

Педагогика коллективĕ ялта юлакан çамрăксене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтăва хускатрĕ. Александр Куликов ыйту çине хуравланă май республика çемьесене тавăрса памалла мар социаллă тÿлевсемпе, пĕчĕк процентлă ипотека кредичĕсемпе тивĕçтернине асăнчĕ.

Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче пулчĕ, Мăн Шĕвĕшри ĕне фермине çитсе курчĕ. И.Игнатьев ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра халĕ кукурузăран силос хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Вырма ĕçĕсене, кĕр акине вĕçленĕ.

ЧР çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ А.И.Кузьмин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов Элĕкри пахча çимĕç комбиначĕн ĕç-хĕлĕпе те паллашрĕç. Консерва тата пылак шыв кăларакан цехсенче пулчĕç. Ĕç коллективĕпе тĕл пулнă май Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсене хускатрĕç.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.П.Якимов, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин пай пуçлăхĕ И.В.Модина тата район пуçлăхĕ В.Х.Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, ял хуçалăх, строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн управлени начальникĕ Л.М.Никитина, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.М.Ефимов Карачурара пулчĕç. Социаллă культура центрне пухăннисемпе информаци кунĕнчи ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Ĕçпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин пай начальникĕ Ирина Модина Карачура тăрăхĕнче пурăнакансене çĕр пайĕсене регистрацилесе хăйсем çине çирĕплетес ĕçе çитес вăхăтра вĕçлеме сĕнчĕ.

Юлашкинчен район пуçлăхĕ Владислав Дубинин сывлăх çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, каçсерен утса уçăлса çÿремеллине асăрхаттарчĕ. Çамрăксене çан-çурăма çирĕплетме Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне çÿреме сĕнчĕ. Çавăн пекех Владислав Харитонович «Вурнарымежрайгаз» организацин директорĕ пулнă май пухăннисене хĕле хатĕрленсе килсенче кăмакасене юсамаллине, кăлтăксене сирмеллине аса илтерчĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.П.Мидуковпа Н.Г.Ванеркин тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ А.И.Прохоров Йăлкăш ял тăрăхĕнче пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе калаçусем ирттерчĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика