Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма хуçалăха аталантараççĕ

26 сентября 2014 г.

Мăн Вылă тăрăхĕнче килти хушма хуçалăха аталантарасси, унтан тупăш илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чылай кил-хуçалăхра виçĕ е ытларах та ĕне выльăх тытаççĕ. Чылай çемьере килти хуçалăха çирĕплетме патшалăх тивĕçтерекен çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал кăна Раççей Перекет банкĕнчен 3000 пин тенкĕлĕх 17 кредит илнĕ. Раççей Ял хуçалăх банкĕн 1396 пин тенкĕлĕх 6 кредичĕпе усă курнă.

Асăннă проект пурнăçа кĕме пуçланăранпа Мăн Вылă тăрăхĕнче ку çăмăллăхпа 185 çемье усă курнă. Кил-хуçалăха 27 млн. 385 пин тенкĕлĕх çирĕплетнĕ.

Патшалăх тивĕçтерекен укçа-тенкĕпе ял çынни выльăх-чĕрлĕхе усрама вите-сарай çĕнетет, ял хуçалăх техники туянать. Çавăн пекех ăратлă ĕне выльăх илекенсем те йышлă.

Н.ИВАНОВ, Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика