Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вакансисен ярмарки иртрĕ

20 сентября 2014 г.

 Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр паракан патшалăх пулăшăвĕсенчен пĕри - 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕç тупса парасси. Çапла майпа ĕçе хăнăхса çамрăксем пулас профессине лайăх ăнкарса суйласа илме май пур, çакă малашне ĕçчен, пурнăçра яваплă ăру çитĕнтерме пулăшĕ.

   Çул çитмен ачасене вĕренỹрен пушă вăхăтра "Победа", "Асаново" ЯХПКсене, Н.В.Ивановăн, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми пуçтарас ĕçе вырнаçтарас енĕпе сентябрĕн 12-мĕшĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вакансисен тухса çỹрекен ярмăрккине ирттерчĕ. Центр специалисчĕсем Шурут, Хирти Мăнтăр, Нĕркеç, Асанкасси вăтам шкулĕсене çитсе тĕл пулусем йĕркелерĕç. Шурут вăтам шкулĕнчи 9-11-мĕш класс ачисем уроксем хыççăн "Победа" ЯХПК-на çĕр улми пуçтарма çỹреççĕ.

   Çывăх вăхăтра ытти ял хуçалăх предприятийĕсем те вĕренекенсемпе ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçленĕшĕн ĕçе илекен шалу тỹленисĕр пуçне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр уйăхне 1275 тенкĕ хушса тỹлет.

                                                                                                                                                                                                                                    Г.ВОРОНОВА.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика