Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçа таятпăр унăн умĕнче

17 сентября 2014 г.

Рестем Усмановича эпĕ мĕн пĕчĕкренех пĕлетĕп темелле, ялти пуçламăш шкулăн 3-мĕш класĕнче вĕреннĕ чухнех... Пирĕн яла пирвайхи хут Васанти вăтам шкулта ĕçлекен учительсем Октябрьти Аслă ревоюцие халалласа пысăк концертпа килнĕччĕ. Халăх лăк тулли пуçтарăннă, ларса тăма вырăн та çук! ....Акă сцена çине çап-çамрăк икĕ учитель тухрĕç те "Когда душа поет" юрра çав тери хавхаланса та илемлĕн янраттарчĕç. Каярах çав каччăсемех, илемлĕ хĕр-учительницăсемпе пĕрле, вырăс тата тутар ташшисене чăн-чăн артистсенчен пĕрре те кая мар ташласа пачĕç, куракансене шỹтлĕ сценкăсем кăтартса ăшĕсене тытичченех култарчĕç. Çав ăста юрлакан-ташлакансенчен пĕри вара, Çĕнĕ Шăмăршă каччи, шкулта химипе биологи учителĕ пулса ĕçлеме нумаях пулмасть çеç килнĕ Рестем Усманович Ракипов пулнă иккен. Çапла, вăл вăхăтра 25-ри çамрăк учитель, маларах Чăваш патшалăх педагогика институчĕн химипе биологи факультетне пĕтерсе алла диплом илсен Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта икĕ çул ĕçленĕ хыççăн Васана ачасене вĕрентме килнĕ пулнă. Çак кунсенче хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ юр пек шурă çỹçлĕ, çамрăк чухнехи пекех çăмăл та вăр-вар хускануллă, хытканрах кĕлеткеллĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Ачасене Васанти тата Шăмăршăри вăтам шкулсенче химипе биологи предметне 46 çул хушши вĕрентсе калама çук пысăк чыспа хисепе çĕнсе илнĕ Рестем Усманович. Предмета лайăх ăнланса юратчĕр тесе, ачасен пĕлỹ шайĕ пысăк пултăр тесе вăй-халне шеллемесĕр чунтан тăрăшса ĕçленĕ пултаруллă педагог. Чи хисеплĕ, чи ăста учительсенчен пĕри шутланать вăл районта. Районта кăна-и, республикăри шкулсенче ĕçлекен нумай-нумай педагог лайăх пĕлет ăна. Ракипов вĕсен умĕнче пĕрре çеç мар уçă уроксем парса тĕлĕнтернĕ, нумай çĕнĕ методикăлла сĕнỹсем панă. Унăн вĕренекенĕсем час-часах районти, республикăри, икĕ хутчен вара Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисене хутшăнса çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Рестем Усмановичăн вуншар-вуншар вĕренекенĕ хăйсен пулас профессине хими тата биологи наукисемпе çыхăнтарнă. Акă, Васанти шкулта вĕреннĕ Людмилăпа Галина Журавлевасем - медицина наукин кандидачĕсем, Людмила Петровна "ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ята та илме тивĕç пулнă, Геннадий Ларионов вара - биологи наукисен докторĕ, кафедра пуçлăхĕ,Чăваш ял хуçалăх академийĕн чи çамрăк профессорĕсенчен пĕри. Рестем Усманович вĕрентсе кăларнă вуншар-вуншар çын паян çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлет. Манмаççĕ вĕсем хăйсен юратнă вĕрентекенне, яланах ырăпа аса илеççĕ, час-часах шăнкăравласа тăраççĕ. - Унăн урокĕсенче мĕнле наян ача та ĕçсĕр ларман, пурне те шухăшлама, çине тăрса ĕçлеме вĕрентнĕ пире Рестем Усманович. Тарăн пĕлỹ пама тăрăшатчĕ вăл, çирĕп ыйтатчĕ. Çавăнпах чунтан хисеплетпĕр те эпир ăна. Вара, шкул пĕтерсен, хам та хими учителĕ пулма тĕллев лартрăм, - аса илет паян районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Ендиеров. "Эпĕ хам хими урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм, Рестем Усманович урокра каланă кашни сăмаха çăварĕнчен пăхса итлеме тăрăшаттăм. Киле парса янă ĕçсене пурнăçлама та чи малтан хими е биологинчен пуçлаттăм. Тен, çавăнпах та пуль, шкул пĕтернĕ хыççăн эпĕ Хусанти медицина институчĕн фармакологи уйрăмне вĕренме кайса кĕтĕм. Уроксенче вăл пире предмета кăна мар, çут çанталăка юратса хисеплеме те, ăна сыхласа упрама та, тавралăхра пулса иртекен тĕрлĕ пулăмсене сăнама та вĕрентсе хăнăхтарнă. Мĕн чухлĕ çамрăк хунав лартса хăварман-ши тата эпир ял çумĕнчи çырма-çатрара Рестем Усманович йĕркелесе пынипе! Халĕ çав вырăнсенче вăрман ешерет ĕнтĕ",- хавхаланса калаçрĕ манпа Шăмăршăри аптека директорĕ И. Ларшников. "Хими урокĕсенче алхасса е шавласа ларакансем никам та пулман, шăна вĕçни илтĕнетчĕ урокра. Чăнах та, класри 25 ачаран çирĕмĕшĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пынă. Кашни урокрах çĕнĕлĕх, тĕлĕнмелли тупнă эпир Рестем Усманович ирттерекен уроксенче. Кайран хими лаборато- рийĕнче тĕрлĕрен опытсемпе сăнавсем тăваттăмăр, хими задачисем шутлаттăмăр. Чăнах та, Рестем Усманович пирĕншĕн вĕрентекен те, çывăх юлташ вырăнĕнче те пулнă. Уроксем хыççăн эпир час-часах юратнă предметпа викторинăсемпе вăйăсем йĕркелеттĕмĕр. Юрă-ташăра та пирĕнпе пĕрлех пулнă Рестем Усманович", - хавхаланса каласа пачĕ Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.Яковлев. Çапла, çĕршер вĕренекенĕн чĕринче ăшшăн упранать паянхи юбилярăн ырă ячĕ. Манмаççĕ вĕсем хăйсен юратнă вĕрентекенне, унпа час-часах телефонпа çыхăнсах тăраççĕ, курса калаçма тăрăшаççĕ, хăйсен нуши-хуйхине, ăнăçу-савăнăçне пайлаççĕ. Тăван çĕр-шыв та пысăка хурса хакланă пултаруллă педагогăн ĕçне, "РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" тата "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ятсем панă, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствисен, район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене те нумай хутчен илме тивĕç пулнă Ракипов. 2006 çулта вара ăна Чăваш Республикин Президенчĕн грантне парса чыс тунă. Эпир хамăрăн юратнă вĕрентекенĕмĕре чаплă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр, ырă кун-çул, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Вĕренекенсенчен, ачăр-пăчăртан, мăнукăрсенчен пархатар курса савăнмалла пултăр сирĕн, хисеплĕ Рестем Усманович!

Г.ЛАРШНИКОВ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççейри Журналистсен союзĕн членĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика