Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: ачасем!

10 сентября 2014 г.

Ачасен çуллахи канăвĕн тапхăрĕ сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсем каллех куллен шкула çỹреме пуçларĕç. Шкула кайнă-килнĕ чухне вĕренекенсене çул çинче яланах тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Уйрăмах - вĕренỹ пуçламăшĕнче, сентябрь уйăхĕнче. Водительсен те тимлĕхе пысăклатмалла, мĕншĕн тесен ачасен каникул вăхăтĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисем кăштах манăçма пуçлаççĕ. Çул урлă шурă йĕрсемпе палăртнă вырăнта кăна каçма сĕнетпĕр ачасене. Федераллă автоçул урлă каçса шкула çỹрекенсен тимлĕхе ỹстермелле, çывăхра транспорт хатĕрĕ килнине курсан тăхтаса тăмалла. Ашшĕ-амăшĕн те, учительсен те ачасене çул-йĕр çинче асăрхануллă пулмалли, çул урлă каçнă чухне икĕ еннелле те пăхса илмелли пирки час-часах аса илтермелле. Инкек пуласран яланах сыхланса пурăнасчĕ. Çак кунсенче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, "Асăрханăр: ачасем!" профилактика операцийĕ пырать. ГИБДД сотрудникĕсем çак тапхăрта уйрăмах шкула çỹрекен ачасем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсем çул çинче инкек ан курччăр тесе тăрăшаççĕ. 

Г.ИВАНОВА, полицин ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика