Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма вĕçленчĕ

17 сентября 2014 г.

Кĕркуннен малтанхи кунĕсем пире уяр çанталăкпа ытла савăнтармарĕç. Çакă çĕр ĕçченĕсене çитĕнтернĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртме ура хурсах пычĕ.

Çавăнпа та янкăр çанталăкăн кушни кунĕпе тухăçлă усă курчĕç «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче, уй-хирсенче ĕç вĕресе кăна тăчĕ.

Кăçал хуçалăхра тĕш тырă культурисене 1740 гектар çинче акса хăварнă, лаптăкĕ пĕчĕк мар, çавăнпа та ĕç хăвăртлăхне пĕрре те чакармалла маррине комбайнер-и, механизатор-и, специалистсем-и, обществăн тĕп директорĕ-и - пурте ăнланса ĕçлерĕç. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин кунта килсе çÿресе хăй куçĕпе курчĕ. Хирте те комбайнсем тикĕссĕн ĕçлерĕç, водительсем те вăхăтра тырра йĕтеме турттарса тăчĕç. Кунта та хĕрÿ ĕç пычĕ.

Вырма ĕçне Н.Петров генеральнăй директор, В.Алексеев тĕп агроном йĕркелесе пынипе, механизаторсемпе водительсем, хуçалăх ĕçченĕсем тăрăшса ĕçленипе вăл вĕçленчĕ. Малтанлăха шутланă тăрăх ампар виçипе кашни гектартан илнĕ тухăç 23,9 центнерпа танлашать. Кăçалхи çанталăк условийĕсенче çак кăтарту пĕрре те начар мар. Пÿлмене пĕтĕмпе тасатса типĕтнĕ 4000 тонна ытла тĕш-тырă пухса кĕртнĕ.

Вырма вĕçленни лăпланса лармалли сăлтав мар-ха.

Халĕ кĕрхисене акма çĕр хатĕрлеççĕ кунта, ака ĕçĕ те пурнăçланса пырать. Хальхи вăхăт тĕлне кĕрхи культурăсене 600-е яхăн гектар акса хăварнă, 800 гектар ытла çĕр хатĕрленĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика