Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕпе тĕл пулнă

02 февраля 2013 г.

Ĕнер, февралĕн 1-мĕшĕнче, районти тĕп библиотекăра Сталинград патĕнчи çапăçăва 70 çул çитнине халалласа пысăк мероприяти ирттернĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш «б» класра (класс ертÿçи — Зоя Чернова) пĕлÿ пухакансем Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕпе, Сталинград патĕнчи çапăçăвăн участникĕпе В.А.Квасовпа (Александровка ялĕ) тĕл пулнă, вăрçăри самантсем çинчен ыйтса пĕлнĕ.

Каярахпа районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Валентина Боровковăпа Алена Хораськина презентаципе те паллаштарнă, хаяр вăрçă кунĕсем çинчен документаллă фильм сыпăкĕсене кăтартнă.

Çавăн пекех тĕл пулура район администрацийĕн представителĕсем Юрий Скворцовпа Ирина Долгова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн салам Çырăвне тата парнине Василий Архиповича панă, ырлăх-сывлăх суннă. Унсăр пуçне вĕсем Волгоград облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Сергей Баженовăн саламне те ветеран патне çитернĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика