Шихабыловский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пысăк хăвăртлăхпа пырать

19 января 2013 г.

 

 

Ĕç пысăк хăвăртлăхпа пырать

19.01.2013

 

 

 

 

 

З.Елакова.

 

Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула хăпартассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи пур хăватпа ĕçлет. Хальхи вăхăтра кунта 60 миллион тенке яхăн ĕç пурнăçланă. Строительство объектĕнче пулнă май шкул директорĕ Г.Боредский кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Шкулăн иккĕмĕш хутне хăпартнă. Халĕ кранпа бетон плитасем хурас ĕç пырать. Çитес вăхăтра кунта пластик чÿречесем вырнаçтарма пуçлаççĕ, шкул çивиттине витме тытăнаççĕ. Шкул строительствинче 30 яхăн рабочи тăрăшать.

Нумаях пулмасть Пинер ял тăрăхĕнче тăванĕсем патĕнче акăлчан çынни Джереми Дейвис пулнă май, шкул хăпартас ĕçе пысăк хак панă. Хăй çут çанталăк газ енĕпе инженер пулса ĕçлекенскер, хĕллехи вăхăтра та чăваш строителĕсем çакăн пек капмар шкул хăпартма пултарнинчен чăннипех те тĕлĕннĕ. Вăл çавăн пекех строительсем шкул хăпартас ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласа пынине палăртнă. «Европа шайĕнчи шкулсем пекех хитре те капмар пулĕ сирĕн ял шкулĕ»,- тенĕ Джереми Дейвис ăш-пиллĕ калаçу вăхăтĕнче. Çĕнĕ шкул хăйĕн илемĕпе, хăтлăхĕпе уйрăлса тăрать. Унăн хăйнеевĕрлĕ проекчĕ. Сарă тата хĕрлĕ тĕслĕ кирпĕчрен купаланăскер, аякранах ялăн сăн-сăпатне çутатса ярать, вĕренекенсене хăй патне йыхравлать тейĕн. Шкул ачисем те кашни кунах çак шкула ăмсануллăн пăхаççĕ, ахăртнех унта хăвăртрах вĕренме тытăнас килет-çке. Çакна палăртмалла: çÿлерех асăннă шкула кăçал Республика кунĕ тĕлне хута яма палăртнă. Иртнĕ çул ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ĕçлĕ визитпа Пинер ял тăрăхĕнче пулнă май çĕнĕ шкулăн пĕрремĕш кирпĕчне хунă чухне ăна хăпартса лартсан уçма килессине каланăччĕ. Эппин строительсем тăрăшуллăн ĕçлесе Республика кунĕ тĕлне шкула хута ярасса шанатпăр.

 

 

 



 



 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика