Шихабыловский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ ялав» хаçат Пинер ял тăрăхĕнче

04 февраля 2013 г.

 

            Хĕрлĕ ялав» хаçат Пинер ял тăрăхĕнче

      02.02.2013

 

 

 

 

 

           Э.МИХАЙЛОВА.

 

Пинер ял тăрăхĕ Пинер, Вăтакас, Çĕнĕ Кинчер, Çÿлти Кинчер ялĕсене пĕрлештерсе тăрать. 2010 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче Василий Григорьевич Шуйский тăрăшать. Хаçат редакцийĕ ку хутĕнче Пинер ял тăрăхне кĕрекен Çÿлти тата Çĕнĕ Кинчер ялĕсене çитсе килчĕ. Мĕнлерех пурăнаççĕ-ха кунта, мĕн ĕçлеççĕ, мĕнпе интересленеççĕ ял çыннисем? Паянхи кун тĕлне Пинер ял тăрăхĕнче 1589 çын пурăнать. Çак шутра Çÿлти Кинчерте 307, Çĕнĕ Кинчерте – 184 çын. Пĕтĕмĕшле ял тăрăхĕпе илес пулсан 2012 çулта 15 ача çуралнă, 24 çын вилнĕ. Ял çыннисем килти хуçалăхсенче ĕçлесех ачисене вĕрентеççĕ, ура çине тăратаççĕ. Кунта хальхи вăхăтра хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 7 шутланать. Çÿлти, Çĕнĕ Кинчер ялĕсен географи вырăнĕ район центрĕнчен инçерех вырнаçнине кура кунта пурăнакансем Куславкка районне час-часах тухса çÿреççĕ. Ял çыннисем нумайăшĕ кăçатă туса сутă тăваççĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан ал ĕçне мĕн ачаранах вĕренсе ÿсеççĕ, малалла аталантарса пыраççĕ. Кăçатçăсен килĕнче сурăх çăмĕ лекмен яшка çисе те курман теççĕ. Çак каларăш ĕлĕкрех çăм атă йăвалама уйрăм çурт-хуралтă пулманнипе çыхăннă ахăртнех. Халĕ вара çак енĕпе ĕçлекенсем кил-хуçалăхĕнче ятарласа кăçатă йăваламалли пĕчĕк пÿртсем тунă, кунта пур ĕç хатĕрĕ те ал айĕнчех. Çăм атă тăвакансем пуян тетпĕр, анчах ĕçĕ мĕн тери йывăр та сиенлĕ пулнине ăнланса та пĕтерейместпĕр пулĕ. Çакна кăна мар, ыттине те куртăмăр, ĕçлекен ял çыннин ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар пулнине курса ĕнентĕмĕр. Шкулта чухнех вĕреннĕ Çÿлти Кинчерте пурăнакан Эльвирăпа Владимир Степановсем - çамрăк мăшăрсем - кăçатă йăвалаççĕ. Владимир Куславкка районне кĕрекен «Чувашия» хуçалăхра слесарьте ĕçленĕ. Хуçалăх аркансан вара мăшăрĕпе çăматă йăвалама тытăннă. Çак ал ĕçне ашшĕнчен шкула çÿренĕ чухнех вĕреннĕ арçын. Çамрăк мăшăр çемйинче 2 ача - хĕрпе ывăл - Натальăпа Данил çитĕнеççĕ, вĕсем шкула çÿреççĕ. Хатĕр продукцие яланхи клиентсем килсе курттăммăн туянса каяççĕ. Яла пурăнма куçнă Валерий Петрович Ковалев пурнăç тăршшĕпех Шупашкарта ĕçлесе пурăннă, аш-какай комбинатĕнче, агрегат заводĕнче ĕçленĕ. 2007 çултан пуçласа вара тăван яла, Çÿлти Кинчере пурăнма куçса килет. Валерие кунта асламăшĕ хăйĕн çуртне парса хăварнă. Çак çуртра тĕпленсе пурăнма пуçлать те арçын 2007 çултан пуçласа. Хĕлле те, çулла та ĕçсĕр ларма вăхăт çук унăн. Витере сăнчăрпа кăкарăнса 6 тĕреклĕ вăкăр тăрать, картишĕнче сурăхĕсем, чăххи-чĕппи апатланаççĕ. Çак йыша çитĕнтерме, тĕреклетме çулла курăмне те чылаях хатĕрлеме тивет. 20 гектар çĕр лаптăкĕ çинче Валерий Петрович тулă, урпа ÿстерет, утă-улăмне те туса илет. Ĕç-çи вăхăтĕнче, паллах, ял-йышсăр çак ĕçсене пурнăçлаймăн. Пĕр-пĕрне пулăшма тивет. Техникăран МТЗ-82 маркăллă трактор, груз турттармали УАЗ пур. Ĕç çынна илем кÿрет .50 çул урлă каçнă Любовь Васильевнăпа Геннадий Васильевич Кирилловсем ялта ятлă-сумлă çынсем. Сăпайлă, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра тăракан çемье. Геннадий Васильевич Куславккари «Сельхозхими» предприятийĕнче водительте нумай çул ĕçленĕ, Любовь Васильевна вара çĕвĕ цехĕнче. Геннадий Васильевичăн пултаруллă енĕсем çинчен каламалли чылай. Хурт-хăмăр ăсти, пахчаçă вăл. Улмуççи, груша йывăçĕсене тĕрлĕ сортсемпе сыпма юратать. Кăçал çĕнĕрен хурт-хăмăр ĕрчетме пуçласшăн. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем ыттисенчен расна - кăçатă мар, çăмран илемлĕ тапочкисем йăвалаççĕ. Çак çемьере икĕ хĕр çитĕннĕ. Аслă хĕрĕ Марина Шупашкарта пурăнать, «Раççей Почти» федераллă патшалăх учрежденийĕн Управленийĕнче инженер пулса ĕçлет. Йăваласа хатĕрленĕ тапочкисене шăпах Марина илемлетсе тĕрлет, расна сăн кĕртет. Ашшĕпе амăшĕ ун патне час-часах кайса çÿреççĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ Ирина вара Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, халĕ Мускавра ординатурăра вĕренет, кардиолог пулма хатĕрленет. Вĕреннĕ вăхăтрах Ирина каçхи аптекăра та ĕçлет. Ашшĕпе амăшĕ ачисене ăслă-тăнлă, чăн-чăн çынсем пулма вĕрентнĕ, тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ, паян кун та вĕсемшĕнех тăрăшаççĕ. Любовь Васильевна «Ĕç ветеранĕ» ята, Геннадий Васильевич «За освоение Нечерноземья» медале тивĕçнĕ. Çемье пуçлăхĕ хăйĕн тăван амăшне, 81 çулхи Лидия Петровнăна, 90 çула çывхаракан кÿршĕри Иулитта Артемьевăна (ялта ăна Ульяна аппа теççĕ) пăхса пурăнать. Лидия Петровна, пĕчĕклех тăлăха юлнăскер, хура-шурне самаях ас тивнĕ. 4 ача çуратса ÿстернĕ - 2 ывăлпа 2 хĕр. Геннадий Васильевичăн пĕр тăванĕсем пурте тĕрĕс-тĕкел пурăнаççĕ. Лидия Петровна хаçат вулама юратать, нуски çыхать, хăйĕн ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, савăнăçĕпе, çитĕнĕвĕсемпе йăпанса пурăнать. Пултаруллă арçын ял пурнăçĕнчи обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать, паянхи кунпа тан пырать. Ĕмĕтпе çын малалла талпăнать .Çĕнĕ Кинчерти Алина Николаевнăпа Петр Михайлович Андреевсем пĕрлешнĕренпе - 22 çул. Хăтлă кил-çурт çавăрнă вĕсем. Йĕри-тавра - картишĕнче те, кил-çуртра та тирпей-илем, чыслăх хуçаланать. Ятарласа кăçатă йăвалама пĕчĕк пÿрт купаласа лартнă вĕсем. Эпир пынă вăхăтра та кунта ĕç шавĕ кĕрлетчĕ - Алинăпа Петр Михайловсем çăм атă йăвалатчĕç. Хатĕр продукцие килтен парса ямаççĕ вĕсем, Шупашкара, Октябрьские кайса сутаççĕ. Петр Михайлович ялти хуçалăхра, мăшăрĕ почтăра ĕçленĕ пулнă. Халĕ вара иккĕшĕ те çăм атă йăвалаççĕ. Çемье пуçлăхĕ - ăста платник те, çулла ун валли инçе каймасăрах ĕç тупăнса тăрать. Кил-çурта та йăлтах хăй аллипе туса илемлетнĕ, пуянлатнă. Алина Николаевна вара çулла чылай пахча-çимĕç çитĕнтерет. Виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ вĕсем - пĕр хĕрпе икĕ ывăл. Хĕрĕ Хусанта институтра бухгалтера вĕренет, çемьеленнĕ. Нумай пулмасть ĕçчен мăшăр кукаçипе кукамай пулса тăчĕç. Халĕ татах та хавхаланса ĕçлес кăмăллă Алинăпа Петр Михайловсем. Вăтам ывăлĕ шкултан вĕренсе тухнă, кĕçĕнни Çĕрпÿри техникумра пĕлÿ пухать. Выльăх-чĕрлĕхне те усраççĕ Андреевсем, çулла вара çĕнĕ мунча туса лартма планланă. Мăшăрĕпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни вĕсене малашне те ĕçлесе пурăнма вăй-хăват парать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика