Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăсем пуянланаççĕ

16 августа 2014 г.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем тунипе пĕрлех библиотека фончĕсене пуянлатасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шкул ачине валли çĕнĕрен те çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем, словарьсемпе энциклопедисем кÿрсе килеççĕ. Тĕрлĕ енлĕ аталанма çирĕп пĕлÿ илме майсем туса параççĕ. Иртнĕ тапхăрта районти шкулсене кĕçĕн классене валли математика, технологи, рисованипе кĕнекесем килнĕ. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсен библиотекисене литература вулавĕпе, акăлчан чĕлхипе, тăван тавралăхпа, тĕн культурипе вĕренÿ кĕнекисене валеçсе панă. Çак ĕçе ятарлă программăпа 693 пин те 865 тенкĕлĕх пурнăçланă. Асăннă суммăран сывлăх енчен хавшак ачасене валли те кирлĕ вĕренÿ пособийĕсем туяннă. Вĕсемпе Мăн Вылă, Тени шкулĕсене тивĕçтернĕ. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне Чăваш кĕнеке издательствинчен кăна 890 кĕнеке килнине те палăртма кăмăллă.

Л.КУЗНЕЦОВА,
районти вĕренÿ пайĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика