Ядринское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хĕвелĕ айĕнче çитĕннĕ çимĕç пахарах, тутлăрах

20 августа 2014 г.

Пĕр çимĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхса çитĕннĕ çын ăна ĕмĕрĕпех юратса çиет, вăхăтлăха тăван енрен уйрăлсан - тунсăхлать. Яланлăхах куçса кайсан вара чăтайманран тата аса килсех тăнăран чăваш апатне хăй хатĕрлеме тытăнать.Ялсенче хуран куклине юратакан нумай. Çĕпĕрте пурăнакан ывăлĕ тăван кĕтесе курма килсен амăшне çак çимĕçе ятарласа пĕçерттернĕ. «Ăна хатĕрлеме хам та пĕлетĕп-ха. Инçетре вĕрентĕм. Анчах вăл аннен чухлĕ тутлă пулмасть», - тенĕччĕ мана.Маншăн вара хуппипе пĕçернĕ çĕр улмипе симĕс сухан тураса янă уйран, тăварланă хăяр е купăста пултăр. Яшкапа пăтта та кăмăллатăп паллах. Тĕп хулара 36 çул пурăнса та ытти апата ачалăхринчен ытла хăнăхаймастăп.Яла кайсан хăшĕ-пĕри: «Хулара ăна хатĕрлеме çăмăл. Çатмапа 3-4 çăмарта ăшала та - пулчĕ те. Е лавккана тухса кĕр, вăл вара хăв пурăнакан çуртрах вырнаçнă», - тет. Килĕшместĕп çапла каланипе. Ăшаланă çăмартапа е лавкка çимĕçĕпе çеç пурăнмастăн вĕт. Ача чухне анне пĕçернĕ апат аса килетех, унсăрăн тăраннă пек туйăнмасть.Мĕншĕн аса илтĕм-ха çаксене? Ют çĕр-шывсем Раççее хирĕç санкцисем йышăннăран ял хуçалăх продукцийĕ, апат-çимĕç, ытти хăш-пĕр тавара ют çĕртен кÿрсе килессине çулталăклăха чарса лартнипе çыхăннă вăл. Çакă рынока еплерех витĕм кÿрет, çынсен шухăш-кăмăлĕ еплерех? Тата нумай ыйту çуралать ăна пула.Совет влаçĕн çулĕсенче аслăрах ÿсĕмрисем субтропик çимĕçĕсене тĕлленмен те. Мĕн вăл - лимон, апельсин, мандарин, персик, банан, ананас, гранат... Мускава курма каякансем сумки-сумкипе тултарса килетчĕç. Халĕ кашни лавккара тенĕ пекех пур вĕсем. Хăнăхрăмăр çеç мар, тăрантăмăр та. Куç тĕлне пулсан та чарăнсах тăмастпăр. «Банан - упăте апачĕ, вĕсемех çиччĕр», - тетпĕр шÿтлесе. Сĕтел çинче кăмакара хатĕрленĕ шарккупа хур тукмакки пулсан цитрус таврашĕ айккинче тăтăр. Вĕсемсĕрех çитĕннĕ эпир, малашне те пурăнма пултаратпăр. Çамрăк ăру хăнăхса ÿсрĕ-ха, анчах хальхи ачасем те çăкăрпа çĕр улмине бананран ытларах юратаççĕ. Апла пулсан хăш-пĕр çĕр-шыв пире субтропик çимĕçĕсемпе тивĕçтерменшĕн питех хыпăнса ÿкме кирлех-ши?Суту-илÿре лару-тăру еплерех-ха? Шăв-шава пула хаксене хăпартса яман-и, тавар калăпăшĕ чакман-и? Ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе Шупашкарти темиçе лавккара пултăмăр, ял хуçалăх таварĕсен тĕп пасарне çитрĕмĕр.Малашнехине пĕр турă çеç пĕлет теççĕ те, хальлĕхе пур çĕрте те йĕркеллех. Туянакансем хăйсене яланхи пекех лăпкă тытаççĕ. Хыпаланнине, пысăк черетсем йĕркеленнине асăрхамарăмăр. Кама мĕн кирлĕ - çавна туянать.Мир проспектĕнчи «Ыраш» лавккара та чиперех. «Çынсем хамăр патăмăрта хатĕрлекен апат-çимĕçе ытларах кăмăллаççĕ, юлашки вăхăтра вăл нумайрах сутăнма пуçларĕ», - терĕ пай заведующийĕ Фаина Тимофеева.Чăваш Енри аш-какай комбиначĕсем кăларакан кăлпассине кунта пысăк вырăн уйăрнă. Предприяти ячĕсене курăнмалла çĕре çырса вырнаçтарнă.Тĕп пасар вара вырăнти пахча çимĕçпе тулнă. Кĕр енне ял çынни ăна ытларах хатĕрлеме, сутма тытăннăран хакĕ кунсерен чакса пырать. Авăн уйăхĕнче хуласемпе район центрĕсенчи кашни пасартах «Кĕр мăнтăрĕ» курав-ярмăркка çулленех иртет. Кăçал вăл пысăк шайра пуласса шанас килет. Ун чухне тавар пушшех те йÿнелет: хĕл хырăмĕ аслă тенине асра тытса хула халăхĕ пахча çимĕç çителĕклĕ туянма, саппас хатĕрлеме пултартăр.Çывăхри районсенчен /Шупашкар, Муркаш.../ çынсем ирех çитнĕ. Аш-пăш, услам çу, тăпăрч, çăмарта, пахча çимĕç тата темĕн те пĕр илсе килнĕ. Халăх кăмăлласах туянать.Кăлпасси уйрăмĕнче черет çук, ассортимент пуян. «Мана Етĕрнери кăлпассине пĕр кило виçсе парăр-ха», - терĕ 30-35 çулсенчи хĕрарăм. «Ăна мĕншĕн кăмăллатăр-ха?« - кăсăклантăмăр. Хăйĕнпе паллаштарчĕ, Светлана ятлă. «Етĕрнери аш-какай комбиначĕ ют çĕр-шывран кÿнĕ чĕр таварпа мар, йăлтах вырăнтипе, хамăр патăртипе ĕçлени çинчен яла кайсан «Хыпарта» вуласа пĕлтĕм. Çавăнпа та малашне вĕсенне çеç туянасшăн. Унччен вара мĕнле май килнĕ çавна илнĕ», - терĕ.Чăваш Ен Правительстви уйрăмах пĕлтерĕшлĕ суту-илÿ сечĕсен лавккисенче хаксен улшăнăвĕпе кăсăклансах тăрать. ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствинче ятарлă комисси йĕркеленĕ. Тивĕçлĕ органсен представителĕсемпе пĕрле суту-илÿ вырăнĕсене тухса çÿреççĕ.«Агро-Инновацисем» ХУП та кашни эрнерех мониторинг ирттерет. Юлашки çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче пулнă. Икĕ эрне каяллахипе танлаштарсан та кăтартусен улшăнăвĕ пысăк мар иккен. Пĕрремĕш сортлă 1 литр сĕте утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче 14,88 тенкĕпе туяннă, халĕ - 15,22. Ĕне какайне - 61 /62/* сысна ашне - 97 /улшăнман/ тенкĕпе. Çу 2,5 процентлă 1 литр сĕт вăтамран - 35,4, 1 кг услам çу 258,33 тенкĕпе сутăнать. Бройлер чăх ашĕ - 40 пус /109,3* 109,7/, чăх какайĕ - 2 тенкĕ /64* 66/ хакланнă. Пĕтĕмлетÿ çапларах: аш-какай тата унран хатĕрлекен тавар малашне хакланма пултарасси иккĕлентермест.Пахча çимĕçĕн чи пĕчĕк хакĕ те паллă. АндриянНиколаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх таварĕсен пасарĕнче 10 тенкĕпе - çĕр улми, 8 - купăста, 7 - хĕрлĕ кăшман, 14 - кишĕр, 13 - пуçлă сухан туянма пулать. Курав-ярмăркка вăхăтĕнче хак йÿнелсе çитет, кайран хăпарма тытăнать.Ĕне выльăхран продукци илессине ÿстерме чылай çул кирлĕ. Çав вăхăтрах сысна тата кайăк-кĕшĕк ашне туса илме темиçе уйăх та çитет. Çавăнпа малашне çак отрасль çине ытларах пусăмламалла. ЧР Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ тăрăх - Чăваш Енре талăксерен аш туса илессине - 100 тонна, сĕт сăвассине 400 тонна ÿстерме майсем пур.Республика чăх-чĕп ашĕ туса илессипе 1990 çул шайне çитнĕ, калăпăша хушăнтарма Шупашкар районĕнчи фабрикăсен хăватне вăйлатсан май килмеллех. 2014 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче Чăваш Ене тулашран кирлин 25% чухлĕ - какай, 30% çăмарта çеç кÿрсе килнĕ. Ыттине хамăрăннипе саплаштарнă. Шел те, пĕр пайĕ Мускава /е урăх региона/ каять. Тирпейлекен предприятисене туянаканпа укçа-тенкĕпе вăхăтра татăлса пултăр. Кам илет - уншăн çавах. Чăх ашне йăлтах хамăр патăмăрта хăварсан вăл пире çитмелле /кунта, паллах, суту-илÿ сечĕсен çаврăнăçуллăрах пулмалла/. Хамăрăн аш-какайран, пахча çимĕçрен хатĕрленĕ чăваш апатне мĕн çиттĕр ĕнтĕ? Унăн тути те лайăхрах, техĕмлĕрех те сĕтеклĕрех.

Чăваш хĕвелĕ айĕнче çитĕннĕ çимĕç пахарах, тутлăрах

 Источник: газета «Хыпар»

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429070 Ядринский район с.Ядрино ул.Шоссейная д.1
Телефон: 8(83547) 60-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика