Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экспонатсемпе пуянланать

15 августа 2014 г.

Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕ çуллен тĕрлĕ экспонатсемпе пуянланать.

Акă, хамăр ял çынни, халĕ Мускав облаçĕнчи Звенигово хули çывăхĕнче пурăнакан Сергей Иванович Лукин Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçă çулĕсенче хаяр çапăçусем пынă вырăнсенче тупнă çар хатĕрĕсен пысăк пуххине музее илсе çитерчĕ. Вĕсен шутĕнче - Дегтярев пулемечĕн патронсен дискĕ, тĕрлĕ калибрлă снарядсен гильзисем, винтовка затворĕ, çурăлнă граната пайĕ, противогаз тата ыт.те. Экспонатсем хушшинче нимĕçсен шăтса пĕтнĕ каски, пысăк калибрлă пулемет коробки те пур. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарас умĕн часах вĕсем хăйсен вырăнне тупĕç.

Нăрвашсем Мускав çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă, чылайăшĕ Тăван çĕр-шывшăн çапăçса пуçĕсене хунă. Çар экспоначĕсен пуххине музейри паттăрлăх пỹлĕмне сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вырнаçтарма шутлатпăр.

Çу кунĕсенче те музей фончĕ чылай ỹсрĕ. Акă, Александр Иванович Дмитриев ĕлĕкхи телефон парнелерĕ, ун пек пысăк калăплă çыхăну хатĕрне эпир киносенче кăна курнă. Çавăн пекех Иван Гордеевич Ефимов, Михаил Сергеевич Майраслов, Валерий Георгиевич Кузьмин килти хуçалăхра усă курнă ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, савăт-сапапа çи-пуçа музее пачĕç. Юрий Анатольевич Иванов 1812 çулхи Отечествăлла вăрçă пулнăранпа 200 çулхи юбилейĕпе çыхăннă тимĕр укçасен ятарлă коллекцийĕпе пуянлатрĕ музея. Сергей Лукинăн ывăлĕ Илья Сергеевич вара тĕрлĕ калăплă телефонсен пуххине пама кăмăл турĕ. Кушкăри Юрий Яковлевич Иванов ампарăн тимĕр алăкне музее илсе килнĕ. Çак çỹлерех асăннă темиçе тĕслĕхех музей ял халăхĕпе, аякри ентешсемпе тачă çыхăнса ĕçленине тата вăл вĕсен юратнă вырăнĕ пулса тăнине яр уççăнах çирĕплетет.

Аваллăха, ял историйĕпе, вăрçă çулĕсемпе çыхăннă самантсене сăнласа паракан экспонатсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Паттăрлăх урокĕсене музейре ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Вĕренекенсем хăйсем те шырав ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Музейре республика пĕлтерĕшлĕ мероприятисем чылай иртеççĕ.

В.ПЕТРОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика