Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Вăрмарсем çывăрмаççĕ, вырмара кар тăрса ĕç тăваççĕ

20 августа 2014 г.

Вырма ĕçĕсене «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче мĕн пур агротехникăлла требованисене пăхăнса ирттересси ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çакна палăртмалла: асăннă общество районта çирĕп аталанса пыраканнисенчен пĕри. Çулран-çул вăл пĕрчĕллĕ культурăсен, выльăх апачĕн, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн пысăк тухăçĕсене туса илет.

Лайăх та ăшă кунпа усă курса Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики акционерсен уçă обществинче пулнă, тыр-пул пухса кĕртмелли тапхăрпа тĕплĕн паллашнă. Хуçалăхра витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлессипе, выльăх апачĕн культурисене пухса кĕртессипе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Пурĕ хуçалăх складне 350 тонна (планран 100 процент) кайăк-кĕшĕкшĕн çак усăллă та кирлĕ, витаминсемпе пуян курăк çăнăхне хывнă. 518 гектар çĕр лаптăкĕ çинче акнă кĕрхи культурăсене пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ, халĕ пĕрчĕллĕ çурхи культурăсене пуçтарса кĕртессипе хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Урпа акнă уйра тыр-пул пухса кĕртмелли 5 комбайн ĕçлет. «Кăçал çанталăк çумăр çуса ытлашши савăнтармарĕ, апла пулин те, тыр-пул тухăçĕ начарах мар тесе калас килет. Урпан «Владимир» сорчĕн тухăçĕ пĕр гектартан 30 центнерпа танлашать. Вăтамран, хуçалăхри пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан 24 центнерпа танлашать», - палăртрĕ хуçалăхăн генеральнăй директорĕ Н.Петров. Йĕтемре те ĕç кал-кал пырать. Кунта килсе çитекен тыр-пула нумай вырттармаççĕ, тÿрех сортлаççĕ, типĕтеççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсемпе выльăх апатне пухса кĕртесси, кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕре хатĕрлесси (700 гектар - планран 100 проценчĕ) - пĕтĕм ĕçсем йĕркеллĕ, килĕшÿллĕ пулса пыраççĕ.

Пиншер-пиншер пуç тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк усракан фабрика вĕсене хăйсем туса илекен тĕш тырăпа, витаминлă курăк çăнăхĕпе тивĕçтерме тăрăшать. Çÿлерех илсе кăтартнă цифрăсем те çакна çирĕплетсе параççĕ. Çынсен - хуçалăх специалисчĕсем-и вĕсем, механизаторсем-и, кайăк-кĕшĕк пăхакансем-и, вырма вăхăтĕнче уйрăмах пысăк тăрăшулăх кăтартакан рабочисем, шкул ачисем-и - ырми-канми ĕçленинчен килет. Вĕсен ĕçне вара хуçалăх ертÿçи тата кунти специалистсем пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ. Ĕç йĕркине палăртмасан çитĕнÿ те пулмĕ, çакна кунта лайăх ăнланаççĕ, ĕçĕн тĕп никĕсне хураççĕ, çавăнпа та çитĕнÿ пулсах пырать. Малашне те çак çулпах - ÿсĕмсен çулĕпе ĕçлеме палăртаççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика