Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул сараççĕ нимелле («Чăваш хĕрарăмĕ» Республиканская газета)

16 августа 2014 г.

Шураçсемшĕн çĕр ыйтăвĕ яланах çивĕччисенчен пĕри пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсенче пушшех йывăрччĕ лару-тăру. Вăйлă çумăр хыççăн машинăсем пылчăка кĕре-кĕре ларатчĕç. Кустăрмасем хăварнă тарăн йĕр çула аркатсах пĕтеретчĕ.

1993 çулта Шураçăн Çĕнĕ урамри анкартисем хыçĕнче Элĕк – Ураскилт çула хута ячĕç. Каярахпа ял урамне те асфальт çитрĕ.

Кăçалхи утă уйĕхĕн 31-мĕшĕ ял çыннисемшĕн чăн-чăн уява çаврăнчĕ - тата тепĕр çухрăм хытă çул сарăлчĕ. Паянхи кун тĕлне Шураçра транспорт 65 единици: тиев турттармалли 8 автомобиль, 5 трактор, 37 мотоблок, 4 скутер, 4 мотоциклпа мопед. Вĕсене куллен тухса çÿремешкĕн такăр çул мĕнешкел паха!

Çул сарас ĕçе Шураçсем нимелле йĕркелерĕç. Килĕрен 1000-шер тенкĕ пуçтарчĕς.

Ниме йĕркине пăрахăçа кăларман-ха пирĕн тăрăхра - ял халăхĕ пухнă укçапа çăва пÿрчĕн тăррине профнастил витрĕç. Çуртне иртнĕ хĕлле çак мелпех çĕкленĕччĕ.

Хăйăр, вак чул турттарса сарас ĕçре Владислав Максимов тракторист, Борис Алексеев, Сергей Петров, Алексей Николаев, Анатолий Лаврентьев хастар тăрăшрĕç.

Утă уйĕхĕн вĕçĕ пушшех хĕрÿ килчĕ. Ěç кунĕпех вĕрерĕ. Яла 4 самосвал 250 тонна асфальт ванчăкĕ турттарчĕ, пушатрĕ. 34 çын, ытларахăшĕ - Симĕс урамра пурăнакансем, нимене тухрĕ. 79-ти Алексей Фадеев та ĕçрен пăрăнса юлмарĕ. Ватă çын ăс пани тем пекех паха. Александр Ефремов Элĕкренех ятарласах килчĕ, Шупашкартан яла çитнĕ Константиновсем, Лаврентьевсем шкул ÿсĕмĕнчи ачасемпе пĕрле тухрĕç.

Ěçе вĕçленĕ хыççăн, каç кÿлĕм, пĕрле пухăнса савăнчĕç. Тавăт ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев асфальт сарас ĕçе хутшăннă организацисен ертÿçине Сергей Лаврентьева, Виталий Борисова, вăй-халне шеллемен пур халăха тав турĕ.

Çул сарас тăкаксене саплаштарма ял çыннисене Тавăт ял тăрăхĕн администрацийĕ, «Элĕк» МСО   пулăшнă. Мĕнешкел лайăх асфальт çулпа çуран утма та, техника чупма та!

                                                                                                                                                                                                                                                   

 

                                                                                                                                                                                                                                                                      Владимир Егоров

                                                                                                                                                                                                  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика