Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи ěçе ырана хăвармасть.

14 января 2013 г.

     …Кěтнě кил. Шурă юр-и таврара е ешěл курăк, анчах тирпейлěх тени кунта хěлěн-çăвěн кашни утăмрах курăнать. Кашмашри Раиса Алексеевна Тонкова килě патне çитсен картиш алăкě патěнченех тирпейлěх тыткăнне кěрсе ỹкетěн. Типтерлě хуçалăх – хěрарăм маттурлăхě тата çаврăнăçулăхě, ěçченлěхě. Паян шăпах çак тěллеве мала хурса çитрěм те ěнтě ěç ветеранě тата Тăван  çěршывăн Аслă вăрçин участникěн мăшăрě патне.  Кăрлачăн 3-мěшěнче мăнакка 82 çул тултарни кама мěн çинчен калать-ши темелле пулě те, анчах…

         Ялта пурăнакан çын хăйěн пурнăçне çěр ěçěпе çыхăнтармасăр пурăнаймасть. Ялта кашни çын ěçлеме пултарайман, анчах чăваш хěрарăмěн чăтăмлăхě çěнтерекен профессии.

        -«Аннене суйламаççě»,- тесе юрлать чăваш юрăçи. Атте-аннене суйламанни пекех хамăр çуралас вырăна та эпир пěлместпěр. Ялта çуралнă та – ялтах пурăнмалла. Çак таранччен пурăнса та эпě 83 çула ура ярса пусатăп тесе шухăшламан, калаçăва пуçларě мăнакка хăй 4 ачаллă хресчен çěмйинче çурални тата хăй асли пулнине палăртса.

       Кашмашри 7 çул вěренмелли шкултан вěренсе тухсан ашшěне Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçинче çухатнă хěр амăшне пулăшмалла колхоз ěçне кỹлěнет. Уй-хир бригадинче вăй хума пуçланăскере ěçрен пăрăнманнине асăрхаса чи ответлă ěçсене пурнăçлама шанаççě. Шаннине кура Райăна бригадăри звено ертỹçи тăваççě. Хěр пуççăнах лашапа анине те сухаланă, тыррине те акнă, çěр улмине те лартнă, кěр çитсен хатěр продукцие Шупашкара тата Етěрнене турттарнă.

        1951 çулта 20 çулхи хěр вăрçă инваличěпе Николай Порфирьевич Тонковпа çемье çавăрать. Мăшăрě вăхăтсăр вилнěрен 3 ывăлне пурнăç çулě çине кăларасси те çамрăк хěрарăмăн хул пуççийě çине тиенет. Весен паян кашнийěнех хăйěн çемйи. Аслин çемйи кỹршěре пурăнать, вăталăхě Шупашкарта тěпленнě, кěçěнни Краснодар тăрăхěнче хăйěн йăвине çавăрнă.

       - Вěсене çынран катăк ỹстерес мар тесе колхоз ěçěнчен юлса курман, пахчара çěр улмине те, пахча çимěçне те, улми-çырлине те ыттисенчен сахал туса илмен, - тинкерчě мăнакка хăй лартса ỹстернě пан улми пахчинелле чỹречерен. –Выльăх-чěрлěхрен те катăк пурăнман. Халě çулсем иртнě май  вăй-хал хавшаннăран ěне тытмастăп. Хама юлташ пěр йытă çěç пур. Патшалăх пенси парать – тавах уншăн.

       Çапла калаçса мăнакка холодильникран полиэтилен хутпа чěркесе сахăр песукěпе хутăштарса шăнтма хунă виктори çырлине кăларчě. Ăна вěретнě шывпа хутăштарсан пỹлěме çуллахи пахча шăрши пырса кěчě.

        Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтěнче ěçленěшěн тивěçнě медальпе юнашар Аслă çěнтерỹ кунěсенче панă медальсем паян Раиса Алексеевнăн кăкăрне илем кỹреççě. Сěтел сунтăкěнче вара хастар ěçшěн колхозран тата районтан панă Хисеп хучěсем упранаççě.

       - Пирěн вăхăтри ачасем – вăрçă çулěсен ачисем. Ăçта унта çăмăллăх? Сас паллисемпе паллашиччен ěçе кỹлěнтěмěр эпир. Йывăрне-çăмăлне виçсе пайлама вăхăт пулман. Юрать, çěр-шывě манмасть, - медальсемпе Хисеп хучěсене пуçтарнă май пуплерě мăнакка.

     Шухăшлатăн та, пěр çеккунт та пушă вăхăт çук çав ял хěрарăмěн. Анчах вăл паянхи кунпа çеç пурăнман та, пурăнмасть те.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика