Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта пурнăç илемлě.

27 января 2013 г.

      Çатракасси ялěнче культура учрежденийěсенчен тěслěх библиотека кăна. Хăшěсем килте хăçан хаçат-журнал вуланине те ас тумаççě пулě. Кунта вара хаçат-журналпа, тěрлěрен кěнекесемпе паллашнисěр пуçне сахал мар интереслě тěрлě мероприяти те иртет: ларма каçěсем, уявсем, презентацисем, тěл пулусем, маçтăр-классем, конкурсемпе викторинăсем, концертсемпе юмах каçěсем т. ыт. те. Ал ěç кружокне те йěркелесшěн хěрарăмсем. Кашни мероприятиех ял çыннисем, шкул ачисем активлă хутшăнаççě. Хăш чух вырăн та хěсěкрех.

      Акă январěн 16-мěшěнче библиотекăна яланхи пекех ял çыннисем йышлă пухăнчěç. Чылай вăхăт пěр-пěринпе курнăçманни те йыхăрчě пулě вěсене.

      Ялти хěрарăмсем çавра сěтел хушшинче тем пирки те сăмах хускатрěç. Шкулта виççěмěш класра вěренекенсен  концерчě вара пурин кăмăлне те çěклерě. Сурхури вăййи чылайăшне савăнтарчě те, тěлěнтерчě те. Ку таранччен «Ыт-тěкел» вăйă пурне те парăнманни  курăнать. «Ача-пăча тутипе» вăйă та кăмăла кайрě.

     Вăйăсемпе конкурссем хушшинче Çěнě çул тата çуралнă кун саламěн юррисем шăранчěç. Кунта уйрăмах В.Шаровăпа Р.Соловьева хăйсен ăсталăхěпе палăрчěç. Шỹтлес енěпе вара Р.Сапожниковăна çитекенни пулмарě.

     Килěсене саланнă чухне çакăн пек тулли йышпа тепěр уява та пухăнас тесе калаçса татăлчěç пурнăçа юратакан хěрарăмсем.

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика