Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбиляра – Президентăн саламлă çырăвĕ

02 февраля 2013 г.

Ватта сума сăвакан – хăй те сумлă пулакан, теççĕ халăхра. Юлашки вăхăтра пирĕн районта нумай пурăнакансене анлăн чысласси йăлана кĕчĕ. Акă, çак кунсенче Урмаелĕнче пурăнакан Рахиле Гимальдиновăна 90 çул тултарнă ятпа саламлама район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Юрий Скворцов, социаллă хÿтлĕх пайĕн представителĕ Ирина Долгова тата Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаид Зайнуллин килсе çитрĕç. Вĕсем юбиляр патне Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне илсе çитерчĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç.

Рахиле Гимальдиновнан, иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче çуралнă чылай çыннăнни пекех, пурнăçĕ çăмăл килмен. Ачаран вăл ĕç тутине пĕлсе çитĕннĕ, çамрăклах колхоз хирĕнче пилĕкне авнă. Хаяр вăрçă пуçлансан, пĕтĕм йывăр ĕç ачасемпе хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Рахиле те ыттисенчен юлман, иртен пуçласа каçчен хирте вăй хунă, таврăнсан килĕнче те тумалли пайтах пулнă. Темле йывăр пулсан та, çав йывăр вăхăта чăтса ирттерме хал çитернех вăл. Вăрçă вĕçленсен пĕр çулталăкран çамрăк хĕрарăма пысăк хуйхă пырса çапнă: мăшăрĕ, Мирза Минадиевич, вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Икĕ ачапа тăлăха тăрса юлнă Рахиле Гимальдиновна. Пурпĕр пуçне усман вăл, кăмăлне хытарса малалла талпăннă, тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратмалла, пурнăç çулĕ çине кăлармалла пулнă-çке-ха.

Ĕмĕрĕпе колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Рахиле Гимальдинова халĕ мăнукĕн Ильфатăн çемйипе пурăнать, унăн ачисемпе йăпанать. «Килтисем питĕ лайăх пăхаççĕ мана, хисеплеççĕ. Вĕсемсĕр çак çула çитеймен пулăттăм», – тет кинемей.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика