Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тупнă хисепе çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ

28 июля 2014 г.

Ĕçре тупнă хисепе çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ

Аслăрах çулсенчи çынсем Кивĕ Вăрмарти Юлия Николаевнăпа Михаил Клементьевич Клементьевсене лайăх астăваççĕ. Ятлă-сумлă çынсем пулнă вĕсем ял-йышра. Çемье пуçлăхĕ икĕ вăрçа хутшăннă. Аслă Отечественнăй вăрçăра тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă. Чылай чухне вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Тан мар пĕр çапăçура вăл вăйлах аманать. Фронтран инвалид пулса киле таврăнать. Вăрçăри хаяр çапăçусенче пиçĕхнĕскер килте алла усса ларма шутламан. Хуçалăхра бухгалтер ĕçне кÿлĕннĕ. Мăшăрĕ - Юлия Николаевна - мĕн пенсие тухичченех уй-хир бригадирĕнче пĕтĕм тăрăшулăха парса вăй-хунă. Туслă та сăпайлă çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усранă. Ашшĕ-амăшĕ ачисене çамрăклах ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Çавăнпах пулĕ вĕсен Галя ятлă хĕр ачи выльăх-чĕрлĕхе юратса çитĕннĕ.

Анчах Галина шăпине тÿрех ку отрасльпе çыхăнтарас темен-ха. Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкар хулине çул тытать. Хими комбинатĕнче вĕренсе аппаратчик профессине алла илсе 2 çул Саратовра практикăра пулать. «Нитрон» заводра контрольпе виçев приборĕсемпе ĕçлет. Хула хăйĕн илемĕпе темĕн чухлĕ илĕртсен те тăван ен чăваш хĕрне хăй патнех туртать. 1980 çулта вăл киле таврăнать. Вăрмар поселокĕнчи инкубатор станцийĕнче операторта ĕçлеме пуçлать. Пултаруллă та пуçаруллă хĕре хуçалăх руководителĕсем часах асăрхаççĕ. Ăна совхозри комсомол комитечĕн секретарĕ пулма суйлаççĕ. Шанса панă обществăлла ĕçе яваплăха туйса тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, мĕн пур вăй-хала парать. Хастарлăхне кура ăна комсомол райкомĕн, область комитечĕн тата ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн Хисеп грамотипе наградăласа чыс тăваççĕ.

1985 çулта Кивĕ Вăрмарти çĕнĕ инкубаторта чăхсем пăхма тытăнать.

1986 çулта Галина Михайловнăпа Юрий Васильевич Войков пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Юрий вăл вăхăтра юнашарти чăх витинче слесарь-операторта ĕçленĕ. Вăл халĕ те çав специальноçпах пысăк тăрăшулăх кăтартать, ĕçре çитĕнÿсем тăвать

Çак тапхăрта фабрикăра нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Кунта çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Цехсене çĕнетсе пысăклатнă. Кайăк-кĕшĕк йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çавна май производство калăпăшĕ те самай аталаннă.

«Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществине халĕ Николай Петрович Петров ертсе пырать. Фабрика кантурне пырса кĕрсенех тата ытти обществăлла вырăнсенче те производствăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн панă нумай Хисеп грамотисемпе дипломсем, Тав çырăвĕсем тирпейлĕн çакăнса тăраççĕ. Вĕсемпе паллашнă хыççăн ирĕксĕрех ыйту çуралать.

- Çитĕнÿсен çăл куçĕ мĕнре-ши/ - ыйтрăм Николай Петровичран.

- Кайăк-кĕшĕке ĕрчетмелли мĕн пур технологине çирĕп пурнăçласа пыни кăна çителĕксĕр. Ĕç ăнăçлăхне фермăра вăй хуракансем татса параççĕ. Вĕсем пирĕн сахал мар.

Хуçалăх пуçлăхĕ кунта 30 çула яхăн тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан Галина Михайловнăпа Юрий Васильевич Войковсене чи малтан асăнчĕ.

- Вĕсем хăйсем ĕçлекен витери читлĕх оборудованине йĕркеллĕ тытса тăраççĕ, вансассăн юсаççĕ. Çав оборудованин ĕçлемелли вăхăчĕ 7-8 çултах тухнă пулин те ăна 22 çул йĕркеллĕ ĕçлеттереççĕ Войковсем, - тет Николай Петрович.

Эпĕ вĕсемпе тĕл пулма васкарăм. Фабрикăра 22 çул тĕп зоотехникра ĕçлекен Галина Ивановна Алексеева мана Войковсем ĕçлекен 7-мĕш витене илсе çитерчĕ. Эпир пынă чухне Галина Михайловна пĕчченехчĕ. Кунта вĕсем мăшăрĕпе - Юрий Васильевичпа пĕрле тăрăшаççĕ. Витере тирпейлĕх хуçаланать. Хĕрлĕ кĕтесре те йĕркеллĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче.

Витере çăмарта тăвакан 10 пин чăх. Кăçалхи ултă уйăхра кашни чăхран 90 çăмарта илнĕ. Ăратлă çăмартаран ăратлă чĕпсем тухаççĕ, çавăнпа та вĕсене тимлесе пăхмалла.

Чăхсене зоотехника науки вĕрентнĕ пек тăрантараççĕ. Апат рационĕ тулăх, урпа тата тулă авăртса параççĕ. Рациона ракушкăпа, шăмă çăнăхĕпе, курăк çăнăхĕпе пуянлатаççĕ тата ытти минераллă хутăшсем параççĕ.

Войковсене коллективра хисеплеççĕ. Çак пысăк чыса вĕсем юратнă ĕçе чунтан парăннипе çĕнсе илнĕ. Умра тăракан тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрса ĕçленĕшĕн Галина Михайловна нумай грамотăпа Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Ăна районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕ. Пултаруллă чăх-чĕп пăхакана Чăваш АССР ял хуçалăх министерствин тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Фабрика коллективĕ кăçалхи çур çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пурĕ 1719 пин чăх çăмарти туса илнĕ. Хур çăмарти - 116 пин, кăркка çăмарти 83 пин. Фермипе кашни чăхран 88 çăмарта илме пултарнă. Ултă уйăхра 1078 пин çăмарта, çав шутран 747 пин ăратлă çăмарта сутнă. 120 пин пуç çамрăк чĕпсене реализациленĕ. Çак çитĕнÿсенче хастар мăшăрсен - Войковсен - тÿпи те пĕчĕк мар.

Галина Михайловнăпа Юрий Васильевич виçĕ ывăл çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ панă. Аслă ывăлĕ Дима - Шупашкарти строительство техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Денис Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен, Саша çул-йĕр автомобилĕн Мускаври институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Хăйсем ăс-тăнĕпе, ăсталăхпа ĕçлесе пурăнаççĕ, çĕр шывăн тĕрлĕ объекчĕсенче вăй хураççĕ, çемьене те тупăш кÿреççĕ. Туслă çемьере кăна пысăк çитĕнÿ тума пулать, ăна Кивĕ Вăрмарти Войковсен çемйи çулсерен çирĕплетсех пырать, çакна кÿршĕсем те, тăванĕсем те уççăнах палăртаççĕ, вĕсем çинчен ырăпа калаççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика