Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье çирĕплĕхĕ - юратупа шанчăклăхра

25 июля 2014 г.

Çемье çирĕплĕхĕ - юратупа шанчăклăхра

Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче "Юратупа шанчăклăха упраса..." уяв иртрĕ. Ăна çĕр-шыври Çемье, юрату тата шачăклăх кунне халалланă.

Православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Феврония çветтуйсене - шанчăклăх, юрату, çемье телейĕн управçисене - утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче аса илеççĕ. 1228 çулта пĕр кунра вĕсем çут тĕнчерен уйрăлнă. Тĕрлĕ вырăнта пытарнă пулин те, тĕлĕнмелле майпа вĕсен ỹчĕсем пĕр тупăка лекнĕ. Петрпа Феврония юратăвĕ - çемьери килĕшỹпе ăнланулăх тĕслĕхĕ.

Уява тĕрлĕ ỹсĕмри çемьесем хутшăнчĕç.

Лаш Таяпари Мария Ефимовнăпа Владимир Дмитриевич Михеевсем пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçланăранпа кĕçех 50 çул çитет. Ку тăрăхра вĕсем ырă ята тивĕçнĕ. Çак яла практикăна килнĕ кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕн пикине, республикăри культурăпа çутĕç училищинче вĕренекен Мария Ефимовнăна кăмăлласа пăрахнă çамрăк каччă. Часах çемье те чăмăртаннă. Тĕп килте пулнă май, ваттисемпе 30 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă. Ваттисем пулăшса пыни, пĕр-пĕрне ăнланни тĕрлĕ çитĕнỹсем тума пулăшнă. М.Михеева Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕн те наградăсем чылай. 5 ача пăхса çитĕнтернĕ ĕç ветеранĕсем ЗАГС пайĕн Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç, тăван ачисем парнеленĕ ылтăн çĕрĕсем тăхăнчĕç, тĕрлĕ саламсем, парнесем йышăнчĕç.

Патшалăх "сывлăхĕ" çемье епле "сывланинчен" нумай килет. Çемье, юрату тата шанчăклăх уявне паллă тума пуçлани çемье пĕлтерĕшне татах та ỹстерет. Уявăн хăйĕн палли те пур - черченкĕ салтак тỹми чечекĕ. Нумай çул юратупа килĕшỹре пурăннă мăшăрсене "Юратупа шанчăклăх" медальпе чысларĕç. Çак наградăна кăçал Аслă Пăла Тимешри Лидия Алексеевнăпа Николай Петрович Кудрявцевсемпе Аслă Елчĕкри Вера Николаевнăпа Виталий Леонидович Бобинсен çемйисем тивĕçрĕç. Вĕсене хисеплĕ наградăна панă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин асăннă çемьесене саламларĕ, районти ытти вуншар-вуншар мăшăр та мухтава чăннипех тивĕçлине палăртрĕ.

Наградăна илнĕ мăшăрсем пурнăçăн вăрăм та анлă çулĕпе малалла та сулмаклăн утаççĕ. Тĕрлĕ професси çыннисем вĕсем. Николай Петрович Кудрявцев районти "Рассвет", "Победа" хуçалăхсенче агрономра, унăн мăшăрĕ Лидия Алексеевна Аслă Пăла Тимеш ялĕн участокри больницăра медсестрара тăрăшнă, Бобинсем - Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул вĕрентекенĕсем. Кудрявцевсемпе Бобинсем 3-шер ача пăхса çитĕнтернĕ. Мăшăрсем халĕ мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем çине пăхса савăнаççĕ.

Çемье - çут çанталăкăн хăйне еверлĕ ахах-мерченĕ. Ăна упрасчĕ, салатас марччĕ. Çакна палăртрĕç уява йĕркеленĕ ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем - Валентина Спиридоновăпа Надежда Баймушкина, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Ирина Аникина, райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи Антонина Александрова. Ĕç ветеранĕсем Клавдия Леонтьевăпа Альбина Салабайкина, мухтавлă çемьесем пурăнакан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем мăшăрсене саламларĕç, пурнăçăн анлă çулĕ çинче ăнăçусем тума, çирĕп сывлăх сунчĕç, парнесемпе, чĕрĕ чечексемпе чысларĕç. Мăшăрсене Елчĕкри культурăпа кану центрĕн, ялсенчи культура çурчĕсенчи çамрăк "артистсем" хăйсен савăк юррисемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç.

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕкре: район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев Бобинсен çемйине саламлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика